«Вăрăран юлать, пушар хыççăн вара нимӗн те юлмасть», – теççӗ халăхра. Шел те, ку тӗслӗхре çак каларăш хӑйӗн тӗрӗслӗхне тепӗр хут кӑтартса пачӗ.
Иртнӗ шӑматкун ирхине октябрӗн 3-мӗшӗнче Кивӗ Чукал ялӗнчи Низаметдиновсен кил-çуртӗнче инкек килсе тухать. Çурт-йӗр, хуралтăсем, пурлӑх пӗр самантрах ҫунса, кӗле çаврăнать.
Рамис Рафагатович Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулса, унӑн мӑшӑрӗ Дамира Мирзовна вара, шкулта ӗҫлет. Ҫак кун ҫемье ял тăрăхӗн ятӗнчен, хуҫалӑхӗсемпе пӗрле, Хусан хулине кӗрхи ярмӑрккӑна тухса каять. Ирхине виҫӗ сехет тӗлнелле вара пушар чаҫне хыпар килсе ҫитет.
Шел те, пушар сӳнтерекенсем килсе çитнӗ вăхăтра, вут-ҫулӑм ҫурт-йӗре, хуралтăсене пӗтӗмпех çавăрса илнӗ пулнă. Пӳрт, гараж, сарайсем, мунча, ҫавӑн пекех, харпӑр транспорт пӗтӗмпех ҫунса каяççӗ.
Паян Низаметдиновсен ҫемйи ялта тӑванӗсен ҫуртне уçса кӗнӗ. Анчах умра тӗттӗм кӗркунне, хӗллехи сивӗсем...
– Пӗр самантра эпир нимӗнсӗр тӑрса юлтӑмӑр. Ку хӑрушӑ сăнав, – тет Рамис Низаметдинов.
Социаллӑ сетьсем урлă ҫемьешӗн пулӑшу ыйтса, хыпар вырнаҫтарнӑ. Районăн хисеплӗ ҫыннисем, Низаметдиновсен ҫемйине пулӑшу кирли ҫинчен эпир хаҫат урлӑ та пӗлтеретпӗр. Кирек мӗнле сумма та, Низаметдиновсемшӗн паян питӗ пысӑк пулăшу пулӗ.
Пулӑшас текенсем пурлăх пулăшăвне: 2202 2004 5914 9983 номерпе Сбербанк картти ҫине (Низаметдинова Дамира Мирзовна), çавӑн пекех, 89063832616 телефон номерӗпе те куҫарма пулать, вăл Сбербанкпа çыхăннă.
Нет комментариев