Игорь Ермолаев — чӑн-чӑн офицер тата спортсмен тӗслӗхӗ
Çӗршывӑн мӑнаҫлӑхӗ — ывӑлӗсем!
Матак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Игорь Ермолаев хӑйӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлама пӗтӗм вӑйне хурать.
1997-2008 ҫулсенче Игорь Матак вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илет, футболпа интересленет, пиҫиххипе кӗрешмелли секцие çӳрет. 2003 ҫулта Ульяновск хулинче иртнӗ регионсем хушшинчи турнирта 2-мӗш вырӑн йышӑнать, ун хыҫҫӑн спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫлать. Унсӑр пуҫне Игорь шкул чысне хӳтӗлесе, ҫӑмӑл атлетика, футбол, баскетбол тата волейбол енӗпе районти ӑмӑртусене хутшӑнать, хӑйӗн командине ҫӗнтерӳ кӳрет.
Шкул хыҫҫӑн вӑл Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçи профессие суйласа илет. 2008-2010 ҫулсенче Челябинскри аслӑ ҫар автомобильӗпе командно-инженер училищинче пӗлӳ илет, 2010-2013 ҫулсенче Тыл тата транспорт академийӗнче (Омск хули) вӗренет. Вӗреннӗ чухнех лейтенант звание çити çӗкленет. Çав вăхăтрах спорт мастерӗн кандидачӗ ята та илет.
Ҫар службине Раççейри Çурҫӗр пайӗнче взвод командирӗ пулса пуçлать. Ермолаевсен çемйи — Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен династийӗ. Игорьăн пӗртăван тетӗшӗ Павел та офицер (аслă лейтенант) тата пиҫиххипе кӗрешес енӗпе спорт мастерӗ.
Игорь Ермолаевăн наградисем хушшинче «За боевые отличия», II степеньлӗ «За воинскую доблесть», ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пек орденсем тата ыттисем те. Нумаях пулмасть ентешӗмӗр Суворов медальне тивӗҫлӗ пулнă.
Игорьпе Павел Ермолевсем — педагогика ӗҫӗн ветеранӗн Виталий Мердеевӑн вӗренекенӗсем. Педагог вӗрентсе ӳстернӗскерсем, паян чылайӑшӗ офицерсем пулса тӑнă, ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хушшинче — Николай Фадеев, Николай Ефрейторов, Дмитрий тата Николай Шингаревсем, Александр Люнгин, Юрий Воробьев, Сергей Шумилов, Юрий Мидюкин тата ыттисем те.
Юрий Воробьев «Мужество» орденӗпе, Николай Ефрейторов — «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден-медальпе наградӑланнӑ. Вӗсем — район, Тутарстан, Раççей мӑнаҫлӑхӗ!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев