Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланать
Тӗп хыпар

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланать

Районти çутӗç ӗҫченӗсен август уйăхӗнчи канашлӑвӗ иртрӗ

Кӑҫал вӑл  «Вӗрентӳпе воспитани:     Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн вӗрентӳ ӗçӗ-хӗлне аталантармалли традицисем, ҫитӗнӳсем тата перспективсем» темӑпа килӗшӳллӗн иртрӗ.
Канашлу пуҫланас умӗн çутӗç учрежденийӗсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсен пуян куравӗпе паллаштарчӗҫ. Кунта çутӗç учрежденийӗсенче пурнӑҫланакан проектсене, профориентаци площадкисене тата ыттисене те сӗннӗччӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче, çаплах,  «Шкула пуçтарăнма пулӑш!» акципе килӗшӳллӗн, кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче 1-мӗш класа каякан вӗренекенсене шкул сумкисемпе кирлӗ пулнă хатӗрсем пачӗç.

Август конференцийӗн пленарлӑ ларӑвӗ Раҫҫей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин гимнӗсемпе пуҫланчӗ. Конференцие хутшӑнакансене Раҫҫей Федерацийӗн Çутӗç министрӗн Сергей Кравцовăн видеоҫыхӑнăвне сӗнчӗç. Министр хӑйӗн сӑмахӗнче вӗрентӳ ӗҫченӗсен умӗнчи тивӗçсем, вӗрентӳпе воспитани ӗçӗ-хӗлӗнчи ҫӗнӗлӗхсем, педагогика ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи тӳлесси тата ытти нумай приоритетлӑ ыйтусем ҫинчен калаçрӗ, ҫавӑн пекех, педагогсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламларӗ, ҫитӗнӳсем сунчӗ. 
Канашлу ӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин тата Тутарстан Республикинчи Çутӗçпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн управленийӗн ертӳçи Алсу Шарипова хутшӑнчӗҫ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров конференци ӗҫне малалла тӑснӑ май, вӗрентӳ ӗçӗ-хӗлӗнче нумай ҫул ӗҫ-ленӗшӗн педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене тав турӗ, вӗсене парнесемпе чечексем пачӗ. 
Çутӗç ветеранӗсемпе пӗрлех кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче района ӗҫе килнӗ ҫамрӑк специалистсене: Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейри физкультура вӗрентекенне Алина Рахматуллована, Шланка вӑтам шкулӗнчи акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Альфия Миначевана тата Марс вӑтам шкулӗнчи акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Лейсан Фаизована  та чечексемпе парнесем пачӗҫ.
Çутӗç пайӗн пуҫлӑхӗ Газинур Халиуллов тухса калаçса, районти иртнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетрӗ, ҫӗнӗ 2026-2027 вӗренӳ ҫулӗнчи тивӗçсене палӑртрӗ.

Районта пӗтӗмӗшле пӗ-лӳ паракан 29 учреждени, шкул ҫулне ҫитменнисен 18 учрежденийӗ (ача сачӗсем), Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ тата хушма пӗлӳ паракан 1 учреждени –  «Талантсен планети» ачасен пултарулӑх çурчӗ ӗҫлет. Районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче 866 специалист вӑй хурать. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче районти вӗренӳ учрежденийӗсенче 1498 вӗренекен пӗлӳ илӗ, 1-мӗш класра 104 ача килӗ.

Районти çутӗç пайӗн ертӳҫи хӑйӗн сӑмахӗнче иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнчи тӗрлӗ предмет олимпиадисене хутшӑнни, патриотла ҫул-йӗр ӗҫӗнчи ҫитӗнӳсем, педагогсен квалификацине ӳстересси, Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсем ҫинчен калаçрӗ.

– Мӗнпур вӗренӳ учрежденийӗ те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр. Кăçал 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулне тӗпрен юсанӑ, çавӑн пекех Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнчи апат-ҫимӗҫ блокне ҫӗнетнӗ, – терӗ Газинур Халиуллов.

Районти çутӗç пайӗн ертӳҫи вӗренӳ процесӗнчи ҫӗнӗлӗхсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Çутӗç министерстви 2026 ҫула – Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ çулӗ, тесе пӗлтернӗ. Сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа «Ырӑ вӑйӑсем» – «Добрые игры» ҫӗнӗ проект пуҫланать. Ку енӗпе преподавательсен квалификацие ӳстермелли курссем иртеҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех, «Кадры в АПК» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн, 2026 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре профильлӗ вӗрентӗвӗн хальхи модельне пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ. Проектăн тӗллевӗ – агропромышленность комплексӗн кадрӗсене хатӗрлеме ҫутҫанталӑк наукисене, тӗрӗс дисциплинӑсене тарӑннӑн тӗпчесси. Асӑннӑ модель вӗренӳ организацийӗ аграри колледжӗсемпе тата аслӑ шкулсемпе, ҫавӑн пекех, вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе тытӑмлӑн ҫыхӑнса ӗҫлессине шута илет.

Профильлӗ вӗрентӳ тата ачасене воспитани парас ӗç-хӗл енӗпе «Ӳсӗм точки» центрӗсене те пысӑк пӗлтерӗш парăнать. Кун пек центрсем паян районти 14 шкулта ӗҫлеҫҫӗ.

Çутӗç пайӗн ертӳҫи, ҫавӑн пекех, вӗрен-текенсен квалификацине ӳстерес, ҫамрӑк специалистсене хатӗрлес енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫ пынине, кашни ҫулах тӗрлӗ предметпа олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ тата призер вӗренекенсен шучӗ ӳснине палӑртрӗ. 9 тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем экзаменсем панин кӑтартӑвӗсем те савӑнтараҫҫӗ.

12 шкул пӗтерекене пӗрремӗш степеньлӗ, улттӑшне иккӗмӗш степеньлӗ медальсемпе чысланӑ. Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсене 35 шкул пӗтерекен 80 е ытларах баллпа панӑ, ҫав шутра 3 шкул пӗтерекен 90 е ытларах балл пухнă. 2026 ҫулта районта профильлӗ математикӑпа чи нумай 100 балл пухнӑ вӗренекен пур, вăл 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗн 11-мӗш класне вӗçленӗ Адель Хузиев.

Конференци вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Упи тӗп пӗлӳ паракан шкулăн директорӗ Диана Горбунова тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачалӑх навигаторӗсем« проектӑн районти муниципаллӑ координаторӗ Румия Идиятуллина тухса калаҫнисене те итлерӗҫ.
Тутарстан Республикин Çутӗç тата наука министерствин наци вӗрентӗвӗн управленийӗн ертӳçи Алсу Шарипова Ҫӗпрелӗнчи шкул ачисен олимпиадӑсенчи ҫитӗнӗвӗсене пысӑка хурса хакларӗ, вӗрентӳ ӗçӗ-хӗлӗнчи ҫӗнӗлӗхсем ҫинче чарӑнса тăчӗ, педагогсене ӗҫӗсемшӗн тав турӗ, малашне те ăнăçусем сунчӗ.

– Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗ эпир темиҫе нап-равленипе ҫитӗнӳсем тунине кӑтартрӗ. Анчах ӗҫлемелли ӗçсем нумай-ха, ҫавӑнпа тунӑ ӗҫсемпе ҫеҫ ҫырлахмалла мар, – терӗ Марат Гафаров конференци ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май. Район пуҫлӑхӗ педагогика ӗҫченӗсене пурне те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче те ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.

Мероприяти вӗҫленсен наградӑсем пачӗҫ.

 

 


Нет комментариев