Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа Тутарстанра пушара хирӗç уйрăм режим кӗртрӗç

Тӗп тивӗç — пушарсене асӑрхаттарасси

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ларура кӑҫал ҫуркунне ир килнине пула, пушарсене сирсе ярас тӗлӗшпе вӑхӑтлӑ мерӑсем йышӑнмаллине палӑртрӗ. 

— Яланхи пекех, çуркуннепе кӗркунне типӗ курӑк, ҫулҫӑсем пушар тухас хӑрушлӑха ӳстереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та организацисен, предприятисен, ял тăрăхӗсен, пушӑ ҫуртсен территорийӗсене тирпейлессине тивӗҫтермелле, — терӗ вӑл. Тӗслӗх вырӑнне Рустам Мухаметзянов Тутар Тӗккинче нумаях пулмасть пулса иртнӗ ӗҫе, пирус тӗпӗ типнӗ курӑк ҫине ӳкнине пула пӳртӗн хапхи ҫунса кайнине, тӗслӗхе илсе кăтартрӗ.

Ҫӗпрел районӗнчи пушар хӑрушсӑрлӑхӗ: статистика, килсе тухма пултаракан сăлтавсем, профилактика мерисем ҫинчен надзорӑн ӗçӗ-хӗлӗ тата профилактика ӗçӗ енӗпе аслӑ следователӗ Ильдус Валиуллин каласа пачӗ.

— Пушарсен шучӗ ӳсни пӑшӑрхантарать. Иртнӗ çул ҫак тапхӑрта 5 пушар пулнă пулсан, кӑҫал вӗсен шучӗ саккӑра çитрӗ. Шел, пушарта 2 ҫын вилчӗ, иртнӗ çул ун пек фактсем пулманччӗ. — Анализ кӑтартса панă тăрăх, пурӑнмалли секторти пушарсенчен нумайӑшӗ ӑшӑтмалли кӑмакасем юсавсӑр пулнӑран, электричество пралукӗсемпе проблемăсене пула, вутпа асӑрханмасӑр ӗç илсе пынăран, ҫавӑн пекех, пирус туртнӑ чух асӑрханманнипе пулса иртет. Ҫуркунне ҫитсен халӑх пурӑнакан вырӑнсенче тата ял хуҫалӑх тӑрӑхӗсенче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫап ҫунтарассипе ҫыхӑннӑ пушарсен шучӗ те ӳссех пырать. 

2025 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Тутарстанра пушара хирӗҫ уйрӑм режим йӗркеленет. Ҫавна май ҫакӑн пек мерӑсем йышӑннă: 

Халӑх пурӑнакан вырӑнсенче, предприятисенче, уй-хирсенче ҫӳп-ҫаппа типӗ курӑка ҫунтарма чарнӑ. 

Объектсене пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе тивӗҫтермелле. 

Территорисене (шкулсене, ача сачӗсене, лавккасене) çунакан ҫӳп-ҫапран тата типнӗ курăксенчен тасатмалла. 

Вӑрман çумӗсенчи йăрăмсене ҫӗнетнине, пушар извещателӗсемпе мотопомпӑсене тишкермелле. 

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑснӑшӑн штрафсене илес пулсан, вӗсем ҫапла: 

Физически лицосене — 5-15 пин тенкӗ (ятарлă режим вăхăтӗнче — 10-ран пуҫласа 20 пин тенкӗ таран). 
Должноҫри ҫынсене — 20-30 пин тенкӗ (уйрӑм режим вăхăтӗнче —30-60 пин тенкӗ). 
Уйрӑм предпринимательсене — 40-60 пин тенкӗ таран (уйрӑм режим вăхăтӗнче — 60-80 пин тенкӗ таран). 
Юридически лицосене — 300- 400 пин тенкӗ (уйрӑм режим вăхăтӗнче — 400-800 пин тенкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев