Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ҫамрӑксем служить тума хатӗр

Ҫурхи призыв апрелӗн 1-мӗшӗнче пуҫланчӗ, июлӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлать.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ертсе пыракан призыв комиссийӗн составне çутӗç, право сыхлав органӗсен, сывлӑх сыхлавӗн, ҫамрӑксен ӗҫӗсемпе спорт тата туризм пайӗсен ӗҫченӗсем кӗчӗҫ. Комиссийӗн тӗп тӗллевӗ — призывниксене тата РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсенче служить тума хатӗрлӗхе палăртасси.

Мероприятире Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин хутшӑнчӗ.
Кăçалхи призывра вӑхӑтлӑха ҫар службине 18 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитичченхи ӳсӗмри запасра тăман 160 пин ҫынна чӗнсе илӗҫ. Служба срокӗ — 1 ҫул. 

Комисси членӗсем икӗ кун хушши призывниксен уйрăм ӗçӗсене, характеристикисене тата медицина докуменчӗсене тишкерсе вӗренчӗç, кашнинпе калаҫу ирттерчӗҫ. Призывниксем хӑйсем пӗлӗвӗсем, ҫемье шайӗ тата службӑна хатӗрри ҫинчен каласа пачӗç.

Ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин пирӗн районтан служить тумалли вырăнсене пӗрремӗш ушкӑн апрелӗн 15-мӗшӗнче тухса кайни ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Каччăсене пурне те Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫар чаҫӗсене яраҫҫӗ. Призывниксем ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче хутшӑнмӗҫ, — терӗ вӑл.

* * *
Районти Культура çуртӗнче, ырӑ йӑлапа, «Призывник кунӗ» ятлă призывниксене халалланă патриотла-культурăллă мероприяти те иртрӗ. Унта ертӳçӗсем, тӗн представителӗсем тухса каларӗҫ, пулас ҫар ҫыннисене пил сăмахӗсем каларӗç, ӑнӑҫлӑ служба сунчӗҫ. Мероприяти ҫар службине халалланӑ патриотла юрӑсемпе, вӗренекенсен юрри-ташшисемпе çыхăнса пычӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев