Çамрăксем — хастар халăх
Унта Аслӑ Аксу, Алешкин-Саплăк тата Хулаçырми шкулӗсен вӑтам ушкӑнӗсен, çавӑн пекех Матак, Анат Чакă, Марс, Кивӗ Чукал, Кивӗ Шемӗршел, Кивӗ Кахăрлă, Чӑваш Çӗпрел, Шланка, Кӗçӗн Чăнлă, Упи шкулӗсен, 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел шкулӗн, Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн аслӑ ушкӑнӗн командисем хутшӑнчӗç.
«Зарница» ҫарпа спорт вӑййисене ҫулсерен гражданлӑх, патриотизм, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас, ҫарпа прикладной спорт тӗсӗсене аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑйӑсем икӗ куна тӑсӑлчӗҫ. Мероприятие «Малтисен юхăмӗн» районти уйрӑмӗ йӗркеленӗччӗ.
Вӑйӑсене старт памалли мероприятие ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене Алексей Ягашкинпа Фанис Хайруллина чӗннӗччӗ.
Икӗ кун хушшинче командӑсем ҫарпа спорт вӑййисенче чи лайӑх результатсем кӑтартма тивӗçлӗччӗ. Командӑсем пурте ӑмӑртусене тивӗçлӗ шайра хатӗрленнӗ, заданисене лайӑх пурнӑҫланине, стройпа тӗрӗс çӳренине, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне хӑвӑрт та тӗрӗс йӗркелеме пӗлнине те курма май пулчӗ.
Унтан кашни дисциплина енӗпе ҫӗнтерӳҫӗ командăсене палăртрӗç. Командăсен мӗнпур дисциплини тӑрӑх вăтам балсене шутласа тухнӑ хыҫҫӑн, ҫӗнтерӳҫӗ команда та паллă пулчӗ.
Вӑтам ушкӑнӑн командисем хушшинче пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче Хулаçырми вăтам шкулӗн команди 1-мӗш вырăна, 2-мӗш вырӑна — Аслӑ Аксу тата 3-мӗш вырӑна Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗсен командисем çӗнсе илчӗç.
Ӳсӗм енӗпе аслӑ ушкăн командисем хушшинче пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн команди, чи нумай балл пухса, «Зарница — 2025» ҫарпа спорт вӑййин муниципаллă тапхăрӗнче çӗнтерӳçӗ пулса тăчӗ, 2-мӗш вырӑна — 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел нумай профильлӗ лицейӗн команди, 3-мӗш вырӑна Кивӗ Кахăрлă вăтам шкулăн команди йышăнчӗ.
Тӗрлӗ дисциплинӑллӑ тата пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче малти вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене Айрат Залялов, Ильнур Мавзютов тата Раниля Алиуллова грамотӑсем, «Зарница — 2025» эмблемине ӳкернӗ футболкӑсем тата медальсем пачӗҫ.
Наградӑсене «Малтисен юхăмӗн» районти уйрăмӗнче хатӗрленӗ.
Вӑтам тата аслӑ ушкӑнсен командисем хушшинче 1-мӗш вырӑна йышӑннă Хулаçырми тата 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗсен командисем ăмăртусен зонăри тапхăрӗнче район чысне хӳтӗлӗç.
«Зарница» ҫарпа спорт вӑййисен вӑхӑтӗнче вӗренекенсем тӗрлӗ сăнавсем енӗпе ГТО нормативӗсене те пачӗç.
Аса илтеретпӗр, ГТО комплексӗ «Физкультурӑпа спорта аталантарасси» патшалӑх программи шайӗнче пурнӑҫланать.
Нет комментариев