Петр Мулеев, воин-интернационалист, Çӗнӗ йӗлмел ялӗ
Хĕрлĕ çăлтăр, Хĕрлĕ ялав —
Мăлатук, çурла, чыс — мухтав!
Ӗçлĕ халăх юнашар тăрса,
Тулли кăкăрпа эс сывла.
Çăлчĕ çĕр чăмăрне
Ирсĕр фашист аллинчен.
Тăшман хатĕрленнĕ чикме
Мускава — çĕршыв чĕринчен.
Тупăсем печĕç яла, хулана,
Фашист танкĕсем таптарĕç çĕре.
Урамсенче нимĕçле кăшкăрса,
Тыткăнларĕç ватăсене, ачасене.
Нумай тăкрĕç куççуль аннесем,
Чăмăрне чăмăртарĕç асаттесем,
Выляс шухăш çĕтрĕ ачасен,
Ача шăпине татрĕç фашистсем.
Йывăр пулчĕ совет салтакне
Хуçма тăшман ĕнсине.
Тĕрлĕ халăх кар тăрса
Сыхларĕ çĕршыв «чĕрине».
Вăхăтсăр кӳлĕнчĕç ĕçе ачасем,
Заводсенче юлмарĕç арçынсем.
Хĕн курчĕç уй-хирсенче,
Ӳстерчĕç тырпул хĕрарăмсем.
Хаяр тăшмана хучĕç ура
Ватти- вĕтти, çамрăкки.
Çаксем пачĕç «тухăçне»,
Такăнчĕ тăшман Мускав умĕнче.
Нумай пулчĕ çухату:
Выртса юлчĕç хирте
Паттăрсем — хучĕç пуçне,
Кашни кĕртрĕ хăйӗн пайне.
Тăватă çул иртрĕ çапла,
Ахаль юхмарĕ куççуль.
Совет салтакĕ урипе
Пусрĕ фашистăн пырне!
Çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕ —
Хĕрлĕ ялав — Рейстаг тăрринче.
Чыс та мухтав совет халăхне!
Тĕп турăн тăшман пуçне.
Нет комментариев