Ырă сӗнӳсем
Çуллахи ăшă та тулăх кунсем, ÿсентăранăн çĕр-çĕр ырă шăршипе тулнă тавралăх – кам сивлетĕр ăна? Çак илемлĕ те канăçсăр кунсенче вăрăмтуна сĕрлени пуринчен те хытă тарăхтараканни пулĕ. Вырăссен аслă поэчĕ А.Пушкин та «Кĕркунне» сăввинче çавна асăнмасăр хăварман, çыртнă вырăн хытă кĕçĕтсе канăçсăрлантарнă ахăртнех.
Чăнах та хăшне-пĕрне ӳпре-вăрăмтуна çыртни сĕре канăçсăрлантарать: çав тĕл шыçать, кĕçĕтет. Тепришĕн вăрăмтуна те пур, те çук – çыртнине те сисмест тейĕн. Тапăнма та çак кăпшанкăсем пĕрне хытă тапăнаççĕ, теприне асăрхамаççĕ те тейĕн. Çакăн тупсăмне – мĕне туйса хăш-пĕр çынна хытă тапăннине – ăсчахсем те çирĕплетеймен-ха. Ӳт таса-лăхĕнчен те, тарланинчен те, юн ушкăнĕнчен те килмест иккен вăл. Ачасен çемçе, ачаш ӳтне таçтанах туяççĕ. Ача ӳчĕ вăрăмтуна çыртнипе уйрăмах аптрать: çыртнă вырăн хĕрелсе шыçать, хытă кĕçĕтет, ача канлĕ çывăраймасть.
Килте çак йăлăхтармăшпа алла хаçат чĕркесе тытса, тапăчкипе, пылесоспа çапăçма пулать-ха. Ку мелсем хул-çурăма вылятма лайăх, анчах вăрăмтунаран хăтăлма питех пулăшаймаççĕ.
Сăмах майăн, кӳлленчĕк çийĕн хĕвĕшекен ӳпре ушкăнĕнчен сирĕн çине /выльăх-чĕрлĕх çине те/ вăрăмтуна ами çеç уйрăлса вĕçет. Аçисем чечек нектарĕпе е ӳсентăран сĕткенĕпе тăранса пурăнаççĕ. Юн ĕмекеннисем – амисем. Вĕсем çăмарта хураççĕ те вилеççĕ. Çăмарта аталанмашкăн белок кирлĕ иккен.
Мĕнле хӳтĕленмелле-ха вăрăмтунаран?
Кил-çуртра чи витĕмлĕ мел – вăрăмтуна вĕçсе кĕресрен чӳречене карни. Уçса уçăлтаракан чӳречесене кăпшанкăран хӳтĕлеме марльăпа е ятарлă вĕтĕ сеткăпа карса çирĕплетмелле. Шăрăхра алăка уçă тытсассăн штора карма ан манăр.
Вăрăмтуна хура тата янкăр тĕссене лайăх асăрхать. Вăйлă шăршăллă лак-дезодорант е духи те ăна илĕртет имĕш.
Тикĕт курăкĕн /гвоздика/, базиликăн, эвкалиптпа анăс курăкĕн шăршине вара тӳсме пултараймасть. Çак ӳсентăранран хатĕрленĕ çупа уçă вырăнсене сăтăрмалла – кăпшанкă тапăнмĕ. Çупа мамăка йĕпетсе чÿрече янаххисем çине хумалла. Базилик çулçине лутăркаса çемçетсе пите, алăсене сăтăрсассăн пĕр вăхăт ӳпре-вăрăмтуна çывхармĕ.
Кедр çăвĕн шăрши вăрăмтунана çеç мар, шăна-таракана та хăратать.
Армути тымарĕн отварĕпе пите сăтăрсан пĕр юнĕмен те çывхармĕ. Шыва çапла хатĕрлемелле: 30-40 г тымара литр çурă шыва ярса вĕреме кĕриччен çулăм çинче тытмалла, унтан илмелле те сивĕниччен витсе лартмалла.
Вăрăмтуна çыртнă пулсан кĕçĕтекен вырăна апат содипе сĕрни пулăшать /çур стакан шыва çур чей кашăкĕ сода/. Нашатырь спиртне шывпа çурмалла хутăштарса сĕрни те кĕçĕтнине, ыратнине ирттерет.
Çĕмĕрт е шăнăр курăкĕ, петрушкăн е пĕтнĕкĕн чĕрĕ çулçине çемçетсе вăрăмтуна çыртнă тĕле сĕрмелле – кĕçĕтни иртет, шыçă чакать.
«Звездочка» Вьетнам бальзамĕпе усă курни аван. Вăл çыртнине сиплеме те, ӳпре-шăнана хăратма та лайăх.
Хăшпĕри çирĕплетнĕ тăрăх, юн ĕмекен кăпшанкăсем сарă тĕсрен хăраççĕ. Вăрмана, шыв хĕрне кайнă чухне сарă тум тăхăнса пăхăр – тĕрĕслеме май пулĕ.
Нет комментариев