Хыпарсем

Шӑшисенчен мӗнле хӑтӑлмалла?

Пӗлме интереслӗ

Кӗркунне шӑшисемпе кӗрешме хатӗрленесси пирки те манмалла мар. 

Шӑшисене вӑйлӑ шӑршӑллӑ япаласемпе хӑратни пулӑшать. Ҫавна май тикӗт е ветеринарире чӗрчунсене, кайӑксене пыйтӑпа сӑвӑсран сиплекен Креолин вещество та юрать. Тӗслӗхрен, мамӑклă «хӑлха тасатмалли патаксене» ҫак веществосемпе вараласа, патаксене шӑшисем сиен кӳме пултаракан йӑрансем тавра ҫӗр çине лартса тухмалла.

Шӑшисем тӗм турачӗсемпе йывӑҫ вуллисене кӑшласран хӑратӑр пулсан, кивӗ туратсен татӑкӗсене ҫак веществосемпе вараласа йывӑҫ айне пӑрахӑр. Йывӑҫсене известьпе шуратнă чухне те хушма пулать. 

 


Нет комментариев