Хыпарсем

Сидератсем – симӗс пулӑшуҫӑсем

Специалист канашӗ

Август уйӑхӗнче пахча тухăç пухса кӗртес тапхӑра куҫать. Нумай пулмасть кӑна-ха ир ӗлкӗрекен ҫӗрулми, сухан е ыхра ӳснӗ ҫӗрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пушанса юлнăччӗ. 

– Пахчаҫӑн ҫак тапхӑрти чи тӳрккес йӑнӑшӗ – ҫӗре канма пушӑ хӑварни, – тет «Россельхозцентр» патшалăх бюджет учрежденийӗн Тутарстан Республикинчи филиалӗн ертсе пыракан специалисчӗ Салават Галимзянов. – Мӗншӗн тесен ҫутҫанталӑкӑн тӗп саккунӗ: ҫӗр пушӑ пулмалла мар. Ҫавӑнпа та тӗп культурӑсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑнах йӑрансем ҫине «симӗс удобрени» – сидератсем акмалла.
Хӑвӑрт ӳсекен тата сивве чӑтакан культурӑсене август уйӑхӗнче акма питӗ лайӑх.

 Шурӑ горчица. Вӑл темиҫе кунра шӑтса тухать, сӑтӑрҫӑсене (тӗслӗхрен, проволочника) хӑратать, тӑпрана парша тата фитофтороз пуҫаракансенчен тасатать.

 Фацелия. Садри универсаллӑ салтак. Ӑна кирек мӗнле культурӑсем хыҫҫӑн та акма пулать. Илемлӗ, чӗлтӗр евӗр ешӗл курӑк майлă, хӑвӑрт массӑна пухать, йывӑр тӑмлӑ тӑпрана та питӗ лайӑх ҫемҫетет.
 

Сӗлӗ. Унӑн тымар системи тӑпран ҫӳлти сийне питӗ лайӑх йӗркелет, ӑна сывлӑшлӑ тӑвать, тӑпрана калипе пуянлатать.
 Çуллă йӳç кăшман (редька масличная).  Тарӑн тымарлӑ хӑватлӑ ӳсентӑран. Вӑл ахаль пахчаҫимӗҫ тымарӗсем çитмен тӑпран аялти сийӗсенчен тутлӑхлӑ япаласене илсе, ҫиеле кӑларать.

Сидерат акни – участок пулӑхлӑхне тавӑрмалли чи ансат, йӳнӗ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса меслет. Ҫавӑнпа ҫӗре сидерат вӑррисене сапӑр. Ҫитес сезонта сирӗн ҫӗр сире пуян тухӑҫпа савӑнтаратех.

 


Нет комментариев