Август уйӑхӗнчи пахча ӗҫӗсем
Хыпарсем

Август уйӑхӗнчи пахча ӗҫӗсем

Ҫу кунӗсен юлашки уйӑхӗ – пахчари ӗçсен пысӑк тапхăрӗ

Август уйӑхӗнче сухан-ыхра йăранӗсем пушанса юлаççӗ. 

Хӑш-пӗр пахчаҫӑ ҫӗр кантӑр тесе йӑрансем ҫине нимӗн те акма хушмасть. Ку йăнăш шухăш. Ҫутҫанталӑкра уҫӑ çӗр ҫук, ӑна ялан тем хуплать. Ҫилпе ҫумӑр, хӗртекен хӗвел уҫӑ çӗрсене коррози патне илсе ҫитерет, вӗсенчи микроорганизмсене пӗтерет. Пушă йӑран ҫинче хӑвӑрт хӑпаракан ҫумкурӑксем унран мӗн пур тутлӑхлӑ япалана ӗмсе илеҫҫӗ. 
Тӑпрана витмелле. Кунта икӗ тӗрлӗ вариант пур: пушаннӑ йӑран ҫине мӗн те пулин акмалла, уҫӑ вырăнсене ҫулнӑ утӑ е улӑм сапмалла. Эпир пӗрремӗш варианта суйлама сӗнетпӗр. Анчах август уйӑхӗнче те пахчаҫимӗҫ акма кая юлман-ха. 


Укроп
Укропа ҫу каҫиччен темиҫе хут ӳстерме пулать. Ҫумкурӑк пек ҫеҫ ӳсет пулин те, тутлӑхлӑ та кӑпӑшка тӑпрана юратать. Сивӗ каҫсенчен хӑрамасть. Вӑл тӑм ӳкнине ҫӑмӑллӑнах чӑтса ирттерет. Август уйӑхӗнче акакан укропӑн лайӑх енӗ – сирӗн сӗтел ҫинче яланах симӗс укроп пулать, вӑл вӑрлӑх тунисене ҫав тери хӑвӑрт тумасть. 

Салатсем
Ҫулла салатсем питех кирли ҫук, мӗншӗн тесен шӑрӑхра вӗсем питӗ хӑвӑрт вăрлăхланаççӗ. Унсӑр пуҫне ҫулла ытти пахчаҫимӗҫ те нумай. Кӗркунне вара салат кăмăлласах ҫийӗнет. Вӑл сулхӑн сывлӑша юратать, сивӗре хӑвӑрт ватӑлмасть, сӗтеклӗхне ҫухатмасть, йӳҫек тути те пулмасть. 

Мята
Мята – нумай ҫул ӳсекен ӳсентӑран. Енчен те эсир унӑн вӑрлӑхне август уйӑхӗнче аксан, вӑл шӑтса тымар яма ӗлкӗрӗ. Ҫитес ҫул вара мятăна хаваспах пуҫтарма пулать ӗнтӗ. Мята тымарӗсем ҫӗр ҫийӗн кӑна пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна хӗл каҫмалӑх витме ҫеҫ ан манӑр. Юрсӑр сивӗ хӗл пулсан, вӑл шӑнма пултарать. 

Петрушкӑпа 
кинза

Вӗсем иккӗшӗ те сивӗрен хӑрамаҫҫӗ. Эсир вӗсене хӗле те акса хӑварма пултаратӑр, ҫуркунне вӗсене маларах ҫиме май пулӗ. Анчах кӗрхи ака валли петрушка сорчӗн тымарçимӗҫӗ пулнисене акни усӑллӑрах. Кӑҫал тымарҫимӗҫ ӳсмӗ, анчах ҫуркунне вӑл ҫамрӑкланӗ, юр ирӗлсе пӗтсенех шӑтса тухӗ, ҫуркунне акни вара питӗ вӑрах шӑтӗ. 


Рукколӑпа    
горчица

Рукколӑпа горчица та шӑрӑхра начар ӳсекен курӑксем. Ҫулла вӗсене шăрка пусса илет, вӗсем ӳсме памасть, шӑрӑхпа хӑвӑрт ватӑлаҫҫӗ. Чӑн та, август уйӑхӗнче те вӗтӗ шăрка хӑйӗн хастарлӑхне ҫухатмасть, ҫавӑнпа рукколӑпа горчица вӑрри акнӑ йӑрансене изоспанӑн ҫӳхе сийӗпе лайӑх витме тивӗ.


Симӗс сухан
Сухана кăларнă ӗнтӗ, сирӗн пахчăрта нумай ҫул ӳсекен сухан пулсан, нимӗн те тупаймастӑп тесе ан кала. Апатшăн яланах симӗс сухан пултăр тесен, август уйӑхӗнче те лартмалли суханăн пысăкраххисене лартма пулать. Кӗркуннечченех сирӗн сӗтел ҫинче симӗс сухан пулӗ. Анчах кăçалхи сухана лартсан, вӑл шӑтаяс ҫук, ун валли пӗлтӗрхи сухан кирлӗ. 


Нумай ҫул  ӳсекен чечексем
Ҫурла уйӑхӗнче люпин, дельфиниум, шӑнкӑрав, мальва, гвоздика, фиалка вӑрлӑхӗсене акма пулать. Кӑҫал вӗсем, паллах, чечеке лармӗҫ. Ун вырӑнне ҫитес ҫуркунне сирӗн вӗсене рассада туса нушаланма тивмӗ. Ҫуркунне ҫитсен, вӗсем кӑштах ӳссен, ялан ӳсекен вырӑна куҫарса лартма пултаратăр. Анчах кӗркуннерен акма ытла хаклӑ мар сортсене тинкеререх пӑхӑр. Хаклӑ сортсене  вара, ҫапах та рассада туса лартни усӑллӑрах.


Нет комментариев