Арбузпа  дыня  суйлатпӑр
Хыпарсем

Арбузпа дыня суйлатпӑр

Пӗлме интереслӗ

Дыньӑпа арбуз суйлассин хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗсем пур. Хăшӗ шаккаса, хăшӗ тата шӑршласа пӑхса туянать. Чи тутлине, пиçсе çитнине мӗнле уйӑрмалла? 

Дыня

Курӑк шӑрши кӗрекен дыня пиҫсе ҫитмен. Шӑрӑхра, кӑнтӑрлахи вӑхӑтра, унӑн шӑрши вӑйлӑрах сисӗнет.
Шаккаса пăхсан хупă сасӑ кӑларать пулсан, эппин, дыня ӗлкӗрнӗ.
Тунин вӗҫӗ пӗтӗмпех типмелле.
Дыня ҫемҫе пулни пăсăлнине палăртать.
«Колхозница» – пысӑках мар ҫаврака дыня. Ку тӗс ҫул ҫинче пиҫет. Ăшӗ  сарӑ, пылак, хӑш чухне симӗсрех те  пулма пултарать. Питӗ пиҫсе çитни те кӑмӑллӑ шӑршӑпа мухтанаймасть. Кун пек дыня пирӗн пахчасенче те хаваспах ӳсме пултарать.
«Торпедо» – вӑрӑм, самаях пысӑк дыня. Тӗсӗ шупка сарӑ, сеткӑлланса тăрать. Питӗ пылак, сӗтеклӗ те техӗмлӗ пулать. Вӑл пӗтӗмпех ӗлкӗрсен ҫеҫ татăлмалла. Ҫавӑнпа питӗ тӗплӗн суйламалла.
«Канталупа» – сарӑ дыня, вăл кăштах хӗсӗннӗ пек, тул енчен сеткӑллӑ. Пылак, анчах питех сӗтеклӗ мар.

Арбуз

Пиҫсе ҫитнӗ арбуз ҫӑмӑл пулать. Темиçешне алла илсе  тӗрӗслесе пăхăр.

Йӑрӑмсем тӑрук палӑрсан аван.

Хуппине чӗрнепе хырнӑ арпуса ан туянăр.

Аллăрсемпе йăтса, хӑлха патне илсе пырӑр: шалтан шăтăртатнă сасӑ илтӗнет пулсан, арбуз пиҫсе ҫитнӗ.

Аҫтӑрхан арбузӗ – ҫаврака, пысӑк, питӗ пылак та сӗтеклӗ.

Краснодар арбузӗ – пысӑках мар, хуппи тӗксӗм симӗс тӗслӗ, тӑрӑхла йӑрӑмсемсӗр. Питех пылак пулмасть.

Китай тата узбек арбузӗсем – питӗ шултра, тӑрӑхла формӑллӑ. Сӗтеклӗ, анчах пылак енӗпе аҫтӑрхан арбузӗнчен каярах.

Яппун арбузӗ – тӑваткал формӑллӑ, хаклӑ, ҫитменнине ытларах чухне ӗлкӗрмен пулать. Тӑваткал арбуз ятарлӑ кубра ӳсет, питех пылак мар.


Нет комментариев