Пахчаçă
Кӗр пуҫлансан пахчасенче панулми нумай ӗлкӗрет. Панулмисене тӗрӗс пуҫтарасси, суйласа илесси тата тивӗҫлӗ условисенче упрасси – тухӑҫа ҫухатас марришӗн чи пӗлтерӗшлӗ вӑрттӑнлӑхсем.
Панулмисене типӗ кун пуҫтарсан аванрах. Панулми татнă чухне тунине татса пăрахма сӗнмеҫҫӗ. Туналлӑ панулмисем ытларах упранаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫимӗҫӗн ҫутҫанталӑк хӳтӗлев сийӗ лайӑхрах.
Нумай вӑхӑт упрама сывӑ, сиенленмен, хурт-кăпшанкă шӑтарман, ҫурӑлман панулмисене ҫеҫ суйламалла. Кӑшт суранланни те каярах ҫӗрме пултарать.
Панулмисене упрама хурас умӗн ҫуса типӗтмелле тесе шутлаҫҫӗ нумайӑшӗ. Анчах та ку анлӑ сарӑлнӑ йăнăшу. Панулми ҫийӗнче ҫутҫанталӑкăн хӳтӗлекен сийӗ пур, вӑл ахаль куҫпа курӑнмасть. Вӑл улма-ҫырлана нӳрӗк ҫухатасран, микроорганизмсенчен сыхлать. Ҫавӑнпа упрама хуракан панулмисене ҫумаҫҫӗ, ытлашши сӑтӑрмаҫҫӗ.
Чи меллӗ контейнерсем – йывӑҫ е пластик ещӗксем. Вӗсем таса та типӗ пулмалла. Панулмисене темиҫе сийпе хума пулать, анчах та кашни сий хушшине таса хут сарни лайӑх результат парӗ.
Панулмисене ещӗксене тултарса хутăн та, манма юрамасть. Уйӑхне пӗр-икӗ хутран кая мар тухӑҫа тӗрӗслемелле. Ҫемҫелнӗ, пӑнчӑллӑ е ҫӗрекен ҫимӗҫе вӑхӑтра кӑларни юлнӑ панулмисене упрама пулӑшать.
Ансат правилӑсене пӑхӑнсан хӑвăн пахчунта ҫитӗнтернӗ техӗмлӗ панулмисем хӗлӗпех сӗтеле илемлетӗҫ, ҫемьене витаминсемпе тивӗҫтерӗҫ.
Нет комментариев