Юбилярсем
Районта аслă ăру çыннисене çуралнă кунӗсемпе саламлас йӑла пур. Иртнӗ шӑматкун пӗр харӑс ҫакӑн пек виҫӗ ватӑ ҫынна чысларӗҫ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Рашида Абдулловна Хафизова патӗнче пулчӗ.
Район центрне Мучелей ялӗнчен килнӗ ялăн чи ватă çынни паян пӗчченех пурӑнать. Ӗҫ ҫулӗ колхозпа, районти потребительсен обществипе, ветеринари ӗçӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ. Мӑшӑрӗпе Ризахетдин Нуртдиновичпа пӗрле виҫӗ ача пăхса ӳстереççӗ. Район пуҫлӑхӗ Рашида аппана çуралнă кунӗ ячӗпе саламларӗ, парнесем пачӗ.
* * *
Кивӗ Чукал ялӗнче Назия Хасанзяновна Салахова – чи асли, вӑл 98 ҫул тултарчӗ.
Вӑрҫа ӑсатнӑ ашшӗне хӗрача ӑна урӑх курайман, амӑшӗн хӳттинче ӳсет. Пӗр ӗмӗре яхăн пурнӑҫ историйӗнче вӑл нумай нушине курнӑ. Вӑрман каснӑ, торф кӑларнӑ, колхозра ӗҫленӗ.
Хӑйӗн ял ҫыннипе Абдулладжан Салаховпа çемье çавăрса, тӑватӑ ача ӳстернӗ. Пӗрле вӗсем 67 ҫул пурӑннӑ. Паян вӑл хӗрӗн тата социаллӑ ӗҫченӗн хӳттинче. Тыл ӗҫченне районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов саламларӗ.
* * *
Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан Минзиган Абзалетдиновна Халикована та хаяр шӑпа лекнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр, ачашлӑхӗсӗр ӳснипе пӗрле тӑлӑх хӗрачан тата ҫуралнӑранпах хăлхи те илтмен. Анчах та ҫак сăнавсем унӑн характерне ӗмӗр тӑршшӗпех пиҫӗхтернӗ ҫеҫ.
Минзиган аппа XXII-мӗш партсъезд ячӗллӗ колхозӑн малта пыракан ӗҫченӗ, социализмла ӑмӑртусен ҫӗнтерӳçӗ те пулать. Качча та тухать. Паян хӗрӗсем – унăн тӗревӗ, пулӑшаканӗсем. Ялти чи аслă çулсенчи Минзиган аппана район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин саламларӗ. Вӑрӑм ӗмӗр, савӑнӑҫлӑ кунсем, сывлӑх сунчӗ.
Нет комментариев