Юбиляр
Идиятулла Хасиятуллович Халитов – тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ. Ҫак кунсенче вӑл 95 ҫул тултарчӗ.
Тутар Тӗкки ялӗн аслă çулсенчи çынни Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче тылри йывӑрлӑхсене чылай курнӑ. Паянхи кун пӗртăванӗсенчен те вăл пӗччен кăна тӑрса юлнă. Ӗҫ ҫулӗ те нумай енлӗ пулнӑ: вӑл колхозăн уй-хирӗсене те вăй хунă, лесничествӑра та ӗçленӗ, шахтер пулнӑ.
Идиятулла Хасиятуллович уйрӑмах ҫар служби çинчен тунсăхласа калаçать. Псков хулинчи пӗр ҫар чаҫӗнче десантник пулса ӗҫленӗ. Парашютпа темиҫе хут сикме тӳрӗ килет. «Эпӗ десантник», – тет вăл мӑнаҫлăн.
Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ. Шӑпа сăнавсемсӗр иртмен: икӗ ывӑлне пытарнӑ, мӑшӑрӗ вилнӗренпе 20 ҫул вăхăт иртнӗ. Паян ывӑлӗпе Самиуллапа хӑйӗн килӗнче пурӑнать. Хӗрӗсем Гульфанияпа Нурхания ҫемйисемпе Ульяновск хулинчен час-часах килсе çӳреҫҫӗ. Вӗсем кӳршӗре пурӑнакан социаллӑ ӗҫчене – Люция Идрисовӑна тав тӑваҫҫӗ.
Юбилярӑн 10 мӑнук тата 17 кӗçӗн мӑнук та пур. Ачисемпе мӑнукӗсем çуралнă кунăн уявӗн тӗп хӑнисем пулса тӑчӗҫ. Тыл ӗҫченӗпе ӗҫ ветеранне саламлама районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов, Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Резеда Аглиуллина тата Тутар Тӗкки ял клубӗн заведующийӗ Дилюза Аббазова килнӗччӗ.
Нет комментариев