Тутарстанра çурхи ял хуҫалӑх ярмарккисем апрелӗн 27-мӗшӗччен ирттереҫҫӗ.
Йăлана кӗнӗ тăрăх, çӗпрелсем халиччен суту-илӳ тунă Батыршин урамӗнче юсав ӗҫӗсем пулнине кура, ярмарккӑна Мускав пасарӗ çумӗнчи площадкӑра йӗркелеҫҫӗ. Ҫак эрнере Çӗпрел ҫыннисем Хусан ҫыннисене хӑйсен продукцине унта сӗнӗҫ.
2024 ҫулта ярмарккӑсенче ял хуҫалӑх продукцине 1 миллиард та 704 миллион тенкӗлӗх сутнă, вӗсенчен 7 243 тонна пахчаҫимӗҫ, 419 тонна сӗт, 941 тонна сахӑр, 4 миллион та 406 пин штук чӑх ҫӑмарти, 1 пин те 849 тонна аш.
Нет комментариев