Хыпарсем

Тишкерни — паха

Мартăн 24-мӗшне — Пӗтӗм тӗнчери туберкулезпа кӗрешмелли кун тесе паллӑ тӑваҫҫӗ.

 

— Туберкулез — вăл туберкулез микобактерйӗсене кăларса тăратакан, тӗрлӗ органсемпе тытӑмсене сиенлекен, ытларах чухне сывлав органӗсене сиенлекен тарăна каякан ерекен чир. Туберкулез микробӗсем чирлӗ ҫын калаҫнӑ чухне, ӳсӗрнӗ чухне, сунасланӑ чухне е кулнӑ чухне сӗлекепе пӗрле сывлӑша тухаҫҫӗ, вӗсем сывӑ ҫыннӑн ӳтне кӗме пултараҫҫӗ, урăхла каласан, ҫынна сывлӑш тумламӗсем урлă куҫаҫҫӗ. Туберкулезпа аптракансем ӳсӗрнӗ, сунасланӑ е какарнӑ чухне сывлӑша микобактерисем кӑлараҫҫӗ, вӗсем 1-6 метр радиусра сарӑлса 2-3 тӑваткал метр лаптӑка сиенлеме пултараҫҫӗ, — тет район центрӗнчи больницăн врачӗ Анастасия Мальцева. 

Туберкулеза пуҫаракан микобактерисем тулашри хутлӑхра питӗ ҫирӗп: микобактерипе чирленӗ ҫыннӑн пӗр тумлам типӗ сӗлекинче 10 уйӑх пурӑнма пултараҫҫӗ, тӗттӗмре вара вӗсен пурăнаслӑхӗ 3 ҫул таран упранать, тесе асăрхаттараççӗ специалистсем. Вăл чирлӗ ҫыннӑн тумтирӗпе япалисем, кӗнекесем, кавирсем, хуҫалӑхри ытти япаласем ҫинче чылайччен упранма пултарать. Туберкулез микобактерийӗсем пӗчӗк температурӑна сисӗмлӗ мар: вӗсем минус 10°C температурӑна çити темиҫе эрне, минус 23°C температурӑра 7 ҫул таран пурӑнма пултараҫҫӗ. Вӗретни темиҫе минутранах микобактерисене вӗлерет. Хӗвел ҫути вӗсем ҫине сиенлӗ витӗм кӳрет. 

Туберкулезпа кӗрешес ӗҫре чи кирли — кашни ҫын хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тата таврари ҫынсен сывлӑхӗшӗн яваплӑ пулни, чире малтанхи тапхӑртах тупса палӑртни актуаллă. 

Туберкулеза малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма, ҫавӑн пекех ачасене профилактика тӗлӗшӗнчен тӗрӗслеме усӑ куракан тӗп меслет — туберкулин диагностики (иммунодиагностика) — 6 уйӑхран пуҫласа 8 ҫулчченхи ачасене Манту тӗрӗслевӗсем, 8 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи ачасемпе ҫамрӑксем валли диасконтест ирттерни. Аслисен флюорографи тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла. 

Çынсем ҫак тӗпчеве тухтӑрсен ӗҫӗ тесе мар, хӑйсен тата ачисен сывлӑхӗшӗн тесе йышӑнсан питӗ аван пулӗччӗ.


Нет комментариев