Телейӗсене тӑван ҫӗр ҫинче тупнӑ
Хыпарсем

Телейӗсене тӑван ҫӗр ҫинче тупнӑ

Ашшӗпе ывăлӗ Айратпа Анис Халиловсем – районта çӗр ӗçӗпе ӗçлекен, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен опытлӑ фермерсем

Айрат Халилов Тутар Паснапуç ялӗнче ҫуралнӑ. Каччă çамрӑклах техникӑпа интересленнӗ, ял пурнӑҫне хăнăхса ӳснӗ. Ҫавӑнпа ҫар службине пурнăçласа таврăннă хыҫҫӑн та, ҫамрӑксенчен нумайăшӗсем пек, тӑван çӗртен аякка, хулана каясшӑн пулмасть. Ӗҫ çулне вăл 1992 ҫулта, «Байрак» колхозра шофер пулса, пуҫласа ярать.

1994 ҫулта ялти хӗре Фанияна качча илет. Пӗрин хыҫҫӑн тепри икӗ ывăл ача – Нафис тата Анис, нумай кӗттерсе, хӗрӗ Зухра ҫут тӗнчене килеҫҫӗ. Колхозсем арканнӑ хыҫҫӑн, мӑшӑрӗпе  Фанияпа  канашласа, пай ҫӗрӗсене регистрацилесе, хресчен-фермер хуҫалӑхӗ йӗркелеççӗ.  

Малтанах хăйсен уйрăм хуҫалӑхӗнче вӗсем 10 пуҫ сӑвакан ӗне усраҫҫӗ, унтан патшалӑх пӗлтернӗ тӗрлӗ грант программисене хутшӑнаҫҫӗ. «Çамрăк фермер» программӑна хутшӑнса, 1 миллион тенкӗ илеççӗ. 2017 ҫулта вара, «Фермерствӑна аталантарасси» программӑна хутшӑнса, 3 миллион тенкӗлӗх грантăн хуçи те пулса тăраççӗ. Балтассинчен ӑратлӑ ӗнесем илсе килеҫҫӗ. Выльӑхсен шутне майӗпен ӳстереҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗх, ҫав шутра сӑвакан ӗнесене, ҫамрӑк тата самӑртма илнӗ пӑрусене те кӗртсе, 150-170 пуҫа ҫитернӗ тӗслӗхсем те пулаҫҫӗ. 2024 ҫулта выльӑх-чӗрлӗх енӗпе ӗç-хӗле хупса, ҫӗр ӗҫӗпе кӑна ӗҫлеме пуçлаççӗ. Паян вӗсен 400 гектар пай çӗрӗсем пур, 150 гектар урпа, 100 гектар тулӑ тата 150 гектар хӗвелҫаврӑнӑш акаççӗ унта. 

Паллах, уй-хирти мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама техника та ҫителӗклӗ пулмалла. Кун пирки те ӳпкелешмест фермер. «Росагролизинг» урлă 17 миллион тенкӗлӗх, пилӗк ҫуллӑх кредитпа «Джейси – 400» маркӑллӑ тырӑ çапакан комбайн, ҫавӑн пекех, тырра уйран кӗлете турттарма 1 миллион та 300 пин тенкӗпе «ГАЗ-53» машина та туянаҫҫӗ. 

Ял ҫыннисем валли хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗсем те йӗркеленӗ. Фаниян шӑллӗ Талгат Калимуллин вырса пухас ӗçсем вăхăтӗнче комбайнер пулса хутшӑнать. Айрат вара, хӑй «ГАЗ-53» автомобиль çине ларса, тырра хиртен хуҫалӑхне турттарса тăрать. Мӑшӑрӗ Фания тырра склада йышӑнса ӑна типӗтес, тасатас ӗҫсемпе аппаланать. Фания хӑй 2011 ҫулта ялта лавкка уҫнӑ, унта вӑл 2023 ҫулччен сутуҫӑра ӗҫленӗ. 

Паянхи кун ҫемьен выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарас тесе ӗҫе Халиловсен иккӗмӗш ывӑлӗ Анис пуçăннă. 2024 ҫулта вӑл «Агростартап» программа урлă 4 миллион та 950 пин тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Патшалӑх уйӑрнӑ ҫак укҫа çумне хăйӗн укçине те хушса, ҫамрӑк фермер 55 ӑратлӑ пӑру туяннӑ. Ӑратлӑ пӑрусенчен кашниех 160 пин тенке яхӑн тăрать. Пӗтӗ тынасене 2024 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче кӳреççӗ, вӗсем декабрь уйӑхӗн вӗҫӗнче пăрулама пуçлаççӗ. 

Паллах, выльӑх валли ҫителӗклӗ апат кирлӗ. Ҫаксене пурне те Анис Халилов малтанах шута илнӗ. Паян унӑн аллинче 175 гектар ҫӗр пур, çавсенчен 125 гектар лаптăка выльӑх-чӗрлӗх валли утӑ ҫулмалли ҫӗрсем йышӑнаҫҫӗ, 50 гектарне – урпа культури. Унсӑр пуҫне ашшӗн Айратăн та 400 гектар лаптӑкра акăнакан çӗрӗсем пур. Ҫӗрсене тирпейлеме Анис «Росагролизинг» урлӑ 15 миллион тенкӗ кредит илнӗ, ҫак суммăпа «Кировец-700» маркӑллӑ хӑватлӑ трактор туяннă, «МТЗ-82» маркӑллӑ тракторӗ те пур. 

Хальхи вӑхӑтра Анис Халиловăн ферминче 50 пуҫ сӑвакан ӗне, ҫамрӑк тата самӑртма хупнă пăрусене те кӗртсе, пурӗ 145 пуҫ мăйракаллă шултра выльӑх шутланать. Ӑратлӑ ӗнесем пулнă май, сӗтне те нумай параҫҫӗ, пӑрусем те лайӑх ӳсеҫҫӗ. Анчах та юлашки ҫулсенче вӗсене сӗт хакӗ чакни, çунтармалли сӗрмелли материалсен хакӗ вара, пачах урӑхла, ӳсни пӑшӑрхантарать.
– Иртнӗ çул ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫурхи ака ирттерме пӗр литр топливăна вӑтамран 40 тенкӗпе туяннăччӗ, акӑ кӗрхи тухӑҫа ирттерме 1 литр топливӑшӑн 80 тенке яхӑн тӳлеме тӳрӗ килет, – теҫҫӗ ашшӗпе ывӑлӗ Халиловсем.

Анис иртнӗ çул Кивӗ Чукал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Румияпа çемье çавăрнă. Вӗсем тӗп никӗсре – ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Айратпа Фаниян хӗрӗ Зухра Марс вӑтам шкулӗнче вӗренет. 

Ашшӗпе ывӑлӗн Халиловсен «хӗрӳ ӗç вăхчӗ». Акнă тырра пухса илмелле, тирпейлемелле, ӑна вырнаçтармалла, хӗлле валли выльӑх апачӗ хатӗрлемелле. 

– Ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ нихӑҫан та ҫӑмӑллисенчен пулман. Кун ҫине ҫанталӑк та витӗм кӳрет, тӗслӗхрен, кӑҫал ҫу питӗ ҫумӑрлӑ пулчӗ. Хаксем те яланах кӑмӑлланӑ пек пулмаççӗ. Ӗнесене те вӑхӑтра пӑхмасан, сӗтне те нумай илеймӗн, пӑрусенчен – ӑрат, анчах кăмăлсăрланса ларма вӑхӑт ҫук. Кун тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман пуҫланать. Каҫхине хӗвел ансан вӗҫленет. Теветкеллисене ӗҫ хирӗçлеймест, – теҫҫӗ Халиловсем.

Фермӑра та пӗтӗм ӗҫе ҫемйипе пӗрле туса пыраҫҫӗ. Айрат, Анис тата Фания ӗнесене пӗрле сăваççӗ пулсан, хӗрӗн Зухран хӳттинче – ҫамрӑк пӑрусем.

 

– Хальхи вӑхӑтри хӑтлӑхсем нумай, вӗсем питӗ пулӑшаҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗхе халӗ электро кӗтӳҫӗ «кӗтет», фермӑра та хӑтлӑхсем туса хунӑ, – тесе хăйсен шухăшӗсене пӗлтерчӗç Халиловсем.

Айратпа Фания Халиловсен аслӑ ывӑлӗ Нафис Хусанта пурӑнать. Вӑл – врач, ҫемйипе канмалли кунсенче тата уявсенче ашшӗ-амӑшне, шӑллӗне пулӑшма васкать. 

Халиловсем хуҫалӑхӗсенче 50 пуҫ хур, 6 пуҫ лаша та усраҫҫӗ. Выльӑх валли сенаж хываҫҫӗ, выльӑхран юлнӑ тырра сутаҫҫӗ те. Халиловсем йывӑрлӑхсенчен хӑрамаҫҫӗ. Кулленхи ыйтусене татса парса, производствӑна анлӑлатассине шута илсе, вӗсем малалла утаççӗ, тӑван ҫӗр ҫинче пурӑнаҫҫӗ.


Нет комментариев