Тава тивӗçлӗ педагог çуралнăранпа 100 çул
Хыпарсем

Тава тивӗçлӗ педагог çуралнăранпа 100 çул

Виталий Мердеев, Матак ялĕ

Петр Семенович Тайров Çӗпрел районӗнчи Чăваш Ишлӗ ялӗнче 1925 çулхи мартăн 25-мӗшӗнче çуралнă. 40 çул ытла ачасене вӗрентнӗ вăл.

Педагог ӗçне Петр Семенович Ульяновскри Чăваш педагогика училищине пӗтерсен пуçланă. 1941 — 1942 вӗренӳ çулӗнче вăл Куйбышев (халӗ Самара) облаçӗнчи Похвиçнӗ районне кӗрекен Вăтам Эверкел шкулӗнче ачасене математика вӗрентнӗ. 1942 çулхи августран Матакри пуçламăш шкула ӗçлеме куçнă.

Кунта Совет çарне иличченех ачасене вӗрентнӗ. Вăрçăра яппунсемпе те çапăçма тивнӗ ăна. 
1946 çулта демобилизациленсен шкулах ӗçлеме таврăннă Петр Семенович. Малтан Матакри шкулта пуçламăш классене вӗрентнӗ, 1948 çулта вара ăна Кивӗ Йӗлмелӗнчи пуçламăш шкулăн заведующийӗ пулма çирӗплетеççӗ. 

1949 çулта çамрăк педагог историпе конституци вӗрентме пуçлать, 1950 çулта Матакри пуçламăш шкул директорӗ пулса тăрать. 1954 — 1959 çулсенче Петр Семенович Хурăнвар Шăхаль шкулне ертсе пынă. Унтан каллех тăван ялне таврăннă. Пуçламăш шкул директорӗнче тăрăшнă. Петр Тайров тăрăшнипе 1966 çулта Матакра вăтам шкул уçăлнă.

Вӗрентӳри ырми-канми ӗçӗшӗн Петр Семеновича 1959 çулта «РСФСР халăх çутӗçӗн отличникӗ» медальпе наградăланă. Çав çулах ăна Тутар АССРӗнчи учительсен съездне хутшăнма делегата суйлаççӗ. 1967 çулта вара Петр Тайрова РСФСР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн Указӗпе «РСФСР шкулӗн тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ» хисеплӗ ят панă. 

Петр Семенович 1981 çулта инвалидлăхпа пенсие тухнă. Тивӗçлӗ канăва тухсан Хусанта пурăннă, унтах 2011 çулта çӗре кӗнӗ. 

Юратнă вӗрентекенӗмӗр, пурăннă пулнă пулсан, 100 çул тултарнă пулӗччӗ. Хăй пирӗнпе юнашар çук пулсан та, унăн ырă сăнарӗ пирӗн асăмăрсенче тивӗçлӗн упранать.


Нет комментариев