Шыв шӳтленине  юратмасть
Хыпарсем

Шыв шӳтленине юратмасть

Ҫу — шыва кӗмелли тапхӑр.

Ҫак тапхӑрта пӗтӗм халӑх йышлӑн ҫыран хӗррине туртăнать. Анчах, шел пулин те, шывра е çыран хӗрринче хӑйсене мӗнле тыткаламаллине нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ, вӗсем хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ. 

Шыв хӗрринче каннă чухне мӗн тума чараççӗ? 

Шыв сыхлавӗн территорийӗнчен тухма, шывра ишекен судно, катерсем, баржӑсем, яхтӑсем, кимӗсем патне ҫывхарма, асӑрхаттаракан паллӑсем ҫине хӑпарма, çапкаланма, кимӗ, катер тата ытти ишмелли хатӗрсем ҫинчен шыва сикме, пӗлмен ҫӗрте шыва чăмма, хӑмасемпе, автомобиль камерисемпе, вӗрсе хӑпартакан резина минтерсемпе, матрассемпе тата ытти ишмелли япаласемпе шыва кӗме, шывра шӳт тума, шыва кӗме чаракан аншлагсем вырнаҫтарнӑ вырӑнсенче шыва кӗме юрамасть.

Статистика тӑрӑх, эрех-сӑра ӗçсе ӳсӗрӗлсе шыва кӗрекен ҫынсемпе инкек-синкек час-часах килсе тухать.

Алкоголь хăвна ху контрольте тытассине чакарать, ҫын хӑйӗн пултарулӑхне ытлашшипе хаклать, манпа инкек пулмӗ тесе шутлать. Ӳсӗр ҫыннӑн сывлав çулӗсем, чӗре ӗҫлесси япӑхланать, ыйхӑ пусать. Ҫавӑнпа та ӳсӗртекен шӗвек ӗҫнӗ май шыва кӗме чараҫҫӗ. Обществăлла вырӑнсенче ӳсӗрле çӳренӗшӗн тата спиртлă шӗвексем ӗçнӗшӗн КоАПăн 20.20 тата 20.21 статйисемпе килӗшӳллӗн яваплӑх та пӑхса хӑварнӑ. 

Çак правилӑсем ҫинчен те манмалла мар:

Ирхине е каҫхине шыва кӗрсен авантарах пулӗ. Ку вӑхӑтра кун ӑшӑ, хӗвел хӗртмест.

Шыв температури 17-19 градусран кая мар пулмалла. Шывра 20 минутран ытла ан тăрăр, унтан вӑхӑта майӗпен 3-5 минут таран ӳстерме пулать.
15-20 минутсерен ҫеҫ кӗни авантарах, мӗншӗн тесен шывра нумай чăмпăлтатсан шӑнӑр туртма, сывлӑш пӳлӗнме, унтан тӑна ҫухатма пулать.

Хӗвел ҫинче нумай тăнă хыҫҫӑн шыва кӗрсе виҫесӗр ишме, чăмма юрамасть, мӗншӗн тесен сивӗ шыв мышцӑсене хутлатать, ҫакӑ вара чӗре тапма чарӑнасси патне илсе çитерет.
Ҫӗпрел районӗнче 20 ытла гидротехника сооруженийӗ, урӑхла каласан, плотина пур, анчах вӗсенчен пӗринче те шыва кӗме юрамасть. Кашни шыв-шур патӗнчех ун ҫинчен асӑрхаттаракан аншлагсем вырнаҫтарнӑ. Ҫуллахи сезон вӑхӑтӗнче шыв-шурсем патӗнче патрульсемпе рейдсем йӗркеленӗҫ. 

Справка

2025 ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Тутарстан Республикинчи шыв-шурсенче 26 инкек тӗслӗхе (пӗлтӗрхи ҫакӑн пек тапхӑрта — 14) регистрациленӗ, 18 ҫын (пӗлтӗр — 8) вилнӗ, 16 ҫын (2024 ҫулта — 13) ҫӑлӑннӑ.


Нет комментариев