Студентсен  команди – иккӗмӗш
Хыпарсем

Студентсен команди – иккӗмӗш

Çамрăксем – хастар халăх

Алексеевски районӗнчи зонӑсем хушшинчи йӗлтӗр ӑмӑртӑвне Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн пухса йӗркеленӗ команди хутшӑнчӗ.

Професси  пӗлӗвӗ паракан  заведенисенче вӗренекенсем хушшинчи Спартакиада шайӗнче студентсем 5 ҫухрӑм дистанцие парӑнтарса, командăсем хушшинче  иккӗмӗш вырӑна  йышӑнчӗç. 

Тренерӗ Ильфак Салахов ертсе пынипе Егор Куракин, Данил Патрин, Никита Лукьянов тата Женя Голубчик, çапла вара, Тутарстанри чи вӑйлӑ 8 команда йышне кӗчӗç.

Студент-йӗлтӗрҫӗсен умӗнче республика шайӗнчи финал ӑмӑртӑвӗсем, ӑнӑҫу сунатпӑр! 

 


Нет комментариев