Симӗс сухан ӳстерекен Халитовсем
Хыпарсем

Симӗс сухан ӳстерекен Халитовсем

Хăрамасăр ӗҫе пуçăнса,  хăй валли укҫа ӗҫлес текенсем нумай халӗ. «Куç хăрать те, ал тăвать», тенӗ пек, ӗçӗ маларах ерипен кăна пырсан, юлашкинчен  ҫак ӗҫӗн чӑн-чӑн ӑсти пулса тӑраççӗ. Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурăнакан Гульнарапа Ильдус Халитовсем те çакăн пеккисенчен. Вӗсем паян сухан ӳстерессипе интересленеççӗ.

Халитовсен теплицине хăвăрт кăна шыраса тупăп темӗн. Яла кӗрес умӗн ӗлӗкхи фермӑсенчен пӗрне тирпейлесе, юсаса кӗнӗ вӗсем.

–  Ҫу уйăхӗнче тытăнтăмăр çак ӗҫе. Фермӑсем патне утса мар, техникӑпа та кӗме пулмастчӗ. Çавсене тасатса, ишӗле пуçланă ферма ҫуртне юсарăмăр, чӳречесем, алӑксем лартрăмăр, шал енчен илемлетрӗмӗр, – тет Ильдус.

Тӗп никӗсре малалла тăсакан пулса юлнă Ильдусăн çак ӗçӗ çине амăшӗ Альфия тата ашшӗ Сагит та малтан шикленерех пăхаççӗ.  Анчах Сагит пичче ӗнтӗ ывăлӗ пуçланă ӗçе вӗçне çитерессе пӗлет, нумай çулсем пӗрле тырă çапаççӗ, çӗре ӗçе кӗртеççӗ, халӗ те ывăлӗ пултарасса шанать тата кашни ӗçне ырлать.

Иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канура пулнӑ ашшӗ-амăшӗ, паян ывăлӗн тӗп таянăçӗсем. Ильдуса пулӑшма ял çыннисем, тусӗсем, халиччен вахта мелӗпе ӗҫлесе çӳренӗ арçынсем: Сергей Кириллов, Марат Туктаров, Равиль Сулейманов, Валерий Хасанов тата ыттисем те килнӗ. Вӗсем пӗрле ферма территорине те тасатнă, тата симӗс сухан ӳстерекен хӗрарӑмсем пӗрле, мӗнпурӗ 15 ҫын, предпринимателӗн сылтăм алли пулса тăраççӗ.

Симӗс сухан  ӳстерме Ильдус кӗтмен-шутламан çӗртен пуҫӑнать. Малтан вӑл кӑмпа ҫитӗнтересшӗн пулать. Анчах ăна ӳстерессишӗн зданире ытти тӗрлӗ требованисем кирлӗ пулнине вуласа вӗренет. Чи лайăххи – сухан ӳстересси пулни тата ăна ăçта сутма пулнин тӗллевне йӗри-таврари пасарсене,  курттăммăн сутакан пасарсене кайса килет.

Сухан вӑрлăхне  Волгодонск хулинчен илсе килтерет. Вӗсене ӳстермелли  хăйне евӗрлӗхӗсене вӗренет. Пӗтӗмлетсе каласан,  Ильдуспа 2-3 минут ҫеҫ çакăн çинчен калаçсан, вăл «пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити» ҫак ӗҫе путнине ӑнланатӑн. Вӑл сухана шывра, уҫӑ сывлӑшра тата ытти тӗрлӗ майсемпе ӳстермелли вăрттăнлăхсем çинчен каласа пачӗ. Симӗс суханăн  хăшӗ-тӗр «çывăрать», вӑранман, хӑшӗ-тӗр «формăланса çитейменни» тата темӗн те пӗлет – кӗскен каласан, çаксем Ильдусăн паянхи пурнăç йӗркине çаврăннă.

– Сорчӗ ӑнӑҫлӑ тӳрӗ килсе, шăтса тухни лайăх пулсан, тивӗçлӗ температурăна тытсан, симӗс суханăн тупӑшӗ пысӑк. Мӗншӗн тесен сухан хӗлле витаминсен чи лайăх ҫӑлкуҫӗ вăл. 100 грамм симӗс сухан С витаминăн талӑкри нормине пурнăçлать. Симӗс сухана ӳстерес ӗçе апрель уйăхӗччен тытăнатпăр, унтан редиска çине куҫма шутлатпăр, вӑрлӑхне сутса илтӗмӗр. Ҫавӑн пекех, ҫӗр ҫырли (клубника) тӗммисене лартрӑмӑр, вӗсем ҫирӗпленсе пыраççӗ, мӗн чухлӗ-тӗр вăхăт иртсен çырлипе савăнтарӗç текен ӗмӗтпе пурăнатпăр, – тет Ильдус.

Фермерсемшӗн чи пысӑк проблема – тавара вăхăтра вырнаçтарма, сутма пӗлни.  Халитовсем симӗс сухана кунсерен 200 кг калӑпӑшӗнче суту-илӗве кăлараççӗ.  Вӗсенчен пӗр пайне Нижний Новгород хулинчен килсе илеççӗ,  юлашки пайне Ильдус Ульяновск хулине илсе каять.

– Эпир ытларах улма-ҫырла базисемпе ӗҫлетпӗр. Ыйтӑвӗ пысӑк, кунне 500 кг. таран ыйтакансем пур, анчах эпир халлӗхе ку калӑпӑшра ӗҫлесе çитерейместпӗр, малашне çакна пурнăçласса шанатпӑр, – тет предприниматель.

Халитовсем  çак ӗçсенчен кашнине хăйсен укçипе, нимӗнле грантсӑр, программӑсене кӗмесӗр, пурнӑҫлаççӗ. Тӑрӑшуллӑ ҫемьен малашнехи планӗсем те пысӑк. Вӗсен ӗçӗпе эпир те паллаштарса пырăпăр. Ильдуса ăнăçусем сунатпăр.


Нет комментариев