Тӗн пухăвӗ
Темиҫе вунӑ ҫул хушши, майӑн юлашки эрнекунӗнче, районти Тутар Тӗкки ялӗнче, Кадыкай Абыз- бабайӑн сăваплă ятне аса илме халалланӑ мероприяти – тӗн пухӑвӗ иртет.
Кӑҫал та ҫак тӗллевпе ҫак çӗр çине районти мечӗтсен имамӗсем, кӳршӗри облаҫсемпе республикӑсенчен ентеш- мусульмансем килчӗç, ытти облаҫсенчен те килнисем пайтахчӗ.
Кадыкай Абыз- бабайӑн вилтӑпри Тутар Тӗкки ялӗн кӑнтӑр енчи участокӗнче сыхланса упранать. Вилтăпри ҫинчи чултан тунă хăма çинче ӗлӗкхилле çырни те пур. Юлашки ҫулсенче Абыз-бабай вилтӑпри вырнаҫнӑ яла хӑтлӑх кӗртес енӗпе пысӑк ӗҫ тунӑ, ял ҫыннисем те, Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем те ку тӗлӗшпе тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта кашни ҫул килекен мусульмансемшӗн пур условисем те йӗркеленеҫҫӗ.
Тӗн пухăвӗ Коран вулассинчен пуҫланчӗ. Унтан районти тата кӳршӗри облаҫсенчи имам-хатыбсем тӗн никӗсӗсене ӑнлантарса, проповедь, Коран вуларӗҫ.
Кӑҫал пысӑк пухӑва «Тутарстан Республикинчи муниципаллă пӗрлӗхсен Совечӗ» Ассоциацийӗн ертӳçи Агзам Губайдуллин, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗç. Мусульмансене чун-чӗререн саламланӑ май, вӗсем ҫак йӑлана малашне те ҫавӑн пекех пӗрле малалла илсе пыма сунчӗç.
Малалла мероприяти ентешсем хатӗрленӗ сӗтел хушшине ларчӗç, апат-ҫимӗҫ тутанса пӑхрӗҫ.
– Кунта кӗлӗсем вулани, сӗннӗ мӗнпур сӗнӳсем те тивлетлӗ пулаççӗ. Ҫавӑнпа ҫынсем кунта ӗлӗк те ҫӳренӗ, халӗ те ҫак вырӑна сăваплă вырăн пулнă май хакласа упраççӗ, – тет ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фаткуллин.
Нет комментариев