Хыпарсем

Салтаксене çыру çырсамăр

Салтаксене çыру çырсамăр,

Чӗре ăшши парнелӗр салтака.
Чунӗсене кăшт ăшăтсамăр,
Çыру вӗсен чун-чӗрине лăпкать.

Фронтри салтак вăл — Улăп, паттăр!
Пире сыхлать вăл хăй кăкăрӗпе.
Пуçа тайсах-çке тав тăватпăр —
Вӗсем çине çăвать тăхлан кӗрпе.

Нацистсене инçе хăвалăр,
Сире кӗтетпӗр халь Çӗнтерӳпе.
Эпир паян пурте — пӗр чăмăр,
Çуталтăр ялтраса кăвак тӳпе.

Эсир пурте — пирӗн мăнаçлăх,
Раççейӗн хурçă хӳтлӗхӗ эсир.
Сире кӗтетпӗр ирлӗ-каçлă,
Эсир килсессӗн пулӗ çирӗп мир.

Салтаксене çыру çырсамăр, 
Сив окопра пӗртте вӗт çăмăл мар.
Вӗсен çул-йӗрӗ пултăр такăр,
Хыпар ярса салтак чунне кантар.

Николай Ларионов-Йӗлмел.
24.02.2025 ç.


Нет комментариев