Саламлатпăр!
Хыпарсем

Саламлатпăр!

Ӗҫӗсене хисеплесе

Çутӗç ӗçӗ-хӗлне аталантарас ӗҫе пай кӗртнӗшӗн, пӗтӗмӗшле пӗлӳ парас енӗпе тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн:
Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗн математикӑпа информатика вӗрентекенӗ Елена Николаевна Мискина, Аслă Аксу вӑтам шкулӗн математика вӗрентекенӗ Татьяна Николаевна Портнова Раҫҫей Федерацийӗн Çутӗç министерствин «Çутӗç отличникӗ» паллăпа наградăланчӗç.
*  *  *
1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Эльвира Эмирзяновна Фатыхова «Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗçрӗ.
*  *  *
«Профессие парӑннӑшӑн» кӑкӑр çине çакмалли паллăпа Упи вӑтам шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Людмила Петровна Сердцевана чысларӗç.
*  *  *
Шланка вăтам шкулӗн историпе обществознани вӗрентекенне Вероника Фаузельзяновна Бакирована, ачасен пултарулӑх çурчӗн хушма пӗлӳ паракан педагогне Радик Исмагилович Низамова Раҫҫей Федерацийӗн Çутӗç министерствин Хисеп грамотипе чысларӗç.
*  *  *
Марс ача сачӗн заведующийӗ Гузалия Харисовна Газизова, 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӑн технологи вӗрентекенӗ Сергей Валерьевич Одинцов, централизациленӗ бухгалтерийӗн ертсе пыракан бухгалтерӗ Люся Алексеевна Портнова, Аслă Чăнлă вӑтам шкулӗн тӑван (тутар) чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Ильсеяр Раисовна Халиуллова, Кӗçӗн Чăнлă вӑтам шкулӗн педагог-организаторӗ Гольсина Фагимовна Шайдуллина «Çутӗç тата наука отличникӗ» паллӑна тивӗçлӗ пулчӗç.
*  *  *
Кивӗ Ишлӗ вӑтам шкулӗн математикӑпа хими  вӗрентекенӗ Рамзия Адизяновна Алиуллова, Кивӗ Кахăрлă вӑтам шкулӗн вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Гульсина Минуллаевна Иматдинова, Кивӗ Чукал тӗп шкулӗн вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Гельсира Назибулловна Сафина, Хулаçырми вӑтам шкулӗн вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Ирина Александровна Тихонова, Кивӗ Çӗпрелӗнчи пуçламăш шкул-ача сачӗн заведующийӗ Гузалия Рифкатовна Ханзярова, Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗн хими вӗрентекенӗ Надежда Викторовна Храмова, Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗн физкультура вӗрентекенӗ Борис Михайлович Юдин «Вӗренӳри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» кӑкӑр çине çакмалли паллăпа чысланчӗç.
*  *  *
Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейри   математика вӗрентекенӗ Виктор Николаевич Казаков, Чӑваш Çӗпрел вӑтам шкулӗн историпе обществознани вӗрентекнӗ Альбина Николаевна Мадюкова, Марс вӑтам шкулӗн вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Гулия Небиулловна Хайбуллова, Ҫӗпренчи отрасль технологийӗсен техникумӗн акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Светлана Михайлова Чернова «Хисеплӗ наставник» ятпа чысланчӗҫ.
*  *  *
Матак вӑтам шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Маргарита Ивановна Кузнецова, Анат Чакă вӑтам шкулӑн географипе биологи вӗрентекенӗ Фанюзя Небиулловна Махмутова, Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи «Сказка» ача сачӗн воспитателӗ Миляуша Тауфиковна Миннибаева, Ҫӗнӗ Упи тӗп шкулӗн музыкӑпа технологи вӗрентекенӗ Алина Ивановна Молгачева, Чӑваш Паснапуç пуҫламӑш шкул-ача сачӗн педагогӗ Ирина Алексеевна Никитина, Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗн вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Алена Ринатовна Прохорова «Чӗлхесене, культурӑсене, традицисене  упранăшăн тата аталантарнӑшӑн» кăкăр çине çакмалли паллăна тивӗçлӗ пулчӗç.
*  *  *
Мучелей пуҫламӑш шкул-ача сачӗн педагогӗ Рузия Адизяновна Камалова, Шланга ача сачӗн воспитательници Гулюся Рафиковна Миначева Тутарстан Республикин Çутӗç тата наука министерствин Хисеп грамотипе чысланчӗç.
 


Нет комментариев