Ял хуçалăхӗ
Кӑҫал районта ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем ытти чухнехинчен маларах пуҫланчӗҫ.
«Дрожжаное Рассвет Агро» обществӑн ӗҫченӗсем районта чи малтан кӗрхи тата нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тытӑннӑ.
Паянхи кун тӗлне обществăра 1350 гектар çӗре апатлантарнă, ҫав шутра 800 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑк, 400 гектар кӗрхи рапс, 150 гектар кӗрхи туллăн культурисене. Уй-хирте 5 единица техника ӗҫлет.
«Дрожжаное Рассвет Агро» обществăн директорӗн заместителӗ Алексей Храмов каланӑ тӑрӑх, кӗрхи рапспа тулла апатлантарма вӗсем март уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тытӑннӑ. Паянхи кун уй-хирте 5 «Туман» опрыскиватель ӗҫлет. Юлашки кунсенче «Цильна» обществăра та кӗрхи культурӑсемпе нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тытӑннӑ.
Нет комментариев