Тӗлпулусем
Ял тӑрӑхӗсенче халӑх пухӑвӗсем пуҫланчӗç.
Районти ертӳçӗсем ял ҫыннисемпе ҫулталӑкра виҫӗ хутчен тӗлпулу йӗркелеççӗ. Вӗсенчен пӗри ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче иртет, иккӗмӗшӗ – ҫур ҫул пӗтӗмлетӗвӗ пулнă май, виҫҫӗмӗшӗ – ҫулталӑк вӗҫӗнче хӑй тӗллӗн ӗҫлемелли программӑна хутшӑнса, ҫитес ҫул валли ӗҫ планласси пек.
Август уйӑхӗнчи халӑха пухăвӗсем, яланхи пекех, Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗнчен пуçланчӗç. Унӑн ӗҫне район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, ертӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков ял тăрăхӗнче 2026 ҫул пуҫланнӑранпа паянхи кунччен ирттернӗ ӗҫсене анализларӗ, пӗлтерӗшлӗ ыйтусене хускатрӗ, ҫитес тапхӑрти тивӗç-тӗллевсене палӑртрӗ.
Ял ҫыннисен сӑн-питӗнче пурнӑҫ условийӗсемпе кӑмӑллӑ пулни сисӗнет. Мӗншӗн тесен юлашки ҫулсенче нумай ӗҫ тунӑ. Ял тӑрӑхӗнче икӗ ҫӗнӗ кӗпер хывнă, яла кӗмелли ҫула асфальт сарнӑ, кӑҫал Ҫӗнӗ Чукал ялне каякан ҫулӑн пӗрремӗш тапхӑрне тума палӑртнӑ. Ял ҫыннисем сулăм укçин программин пулнă майӗпе усӑ курса юлма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку енӗпе нумай ӗҫ тунӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, мероприятире ял ҫыннисем ертӳҫӗсене хӑйсене хумхантаракан ыйтусене пачӗç, вӗсен хуравӗсене те илтрӗç.
Нет комментариев