«Ятлă çынна ял савать», – тенӗ ӗлӗкех ваттисем. Çын хисепе те хăй çӗнсе илет. Ăс тăнӗпе, ӗçченлӗхӗпе, ăсталăхӗпе, çемьере килӗшӳ тума, ачасене тӗрӗс воспитани пама пӗлнипе тата ял-йыша хисеплеме пӗлнинче этемӗн пӗтӗм илемӗ упранать. Çын çак ылтăн тӗпренчӗкӗсене ӗмӗр тăршшӗпе пӗрчӗн-пӗрчӗн пуçтарса, хăй валли те, ачисен валли те пурнăçра анлă çул уçать. Хисеплӗ ят хăварать.
Çак çын хăйӗн ӗç çулне 13рех пикеннӗ. Нуша кулаччине тутаннăран-ши, çамрăклах ӗçе кӳленнӗ. Унăн хăйне кура шăпа тата ăраскал. Унăн чунӗнче уйрăм янăракан пурнăç кӗвви янăрать. Паллах, çак йӗркесене Тăваньелӗнче пурăнакан, Николай Нурина парнелес килет. Сахал мар утнă вăл пурнăç çулӗпе. Савăнăçне, нуши-тертне те сахал мар тӳснӗ Николай Архипович. Малтанах каларăм ӗнтӗ, Николай Нурин çамрăклах ӗçе кӳленнӗ. Хул-çурăмӗ çирӗпленсе çитмесӗрех вăкăрсем кӳлсе Хурăнвар ялне тырă леçме çӳренӗ. «Йывăр пулнă вăл вăхăтра, çиме пулман, крахмал пуçтарнă. Çитменнине тата атте те ир вилсе выртрӗ. Эпӗ ун чухне çиччӗре кăначчӗ», – аса илсе калаçать юбиляр. 18 тултарсан, çар хӗсметне каять. Хабаровск хулинче виçӗ çул çар тивӗçне пурнăçланă хыççăн, тăван ялне таврăнать. Тăван колхозра ӗçе вырнаçса, механизатор ӗçне пикенет. Каярахпа ялти ӗçчен хӗрпе Елизавета Николаевнапа çемье çавăрать.
Мăшăрӗпе пӗрле, çичӗ ача çуратнă. Çиччӗшӗнчен пӗри 15 ре чухне инкеклӗ лару-тăрура сарăмсăр вилет. Ултă ачи паянхи кун ашшӗн савăнăçӗ тата тӗрекӗ пулса пурăнаççӗ. Мăшăрӗпе 49 çул пӗрле пурăннă хыççăн, мăшăрӗ чире пула, 67 çултах, çак çут тӗнчепе сывпуллашать. «Килӗштерсе пурăннă эпир мăшăрпа», – аса илет мăшăрне Николай Нурин. Чăннипех те, енчен те килӗштерсе пурăнман пулсан, ултă ывăла тӗрӗс воспитани парайман пулӗччӗç. Паянхи кун ултă тӗпренчӗкӗ те çемьеллӗ, кашни хăй çулне тупнă. Пурте тӗрӗс-тӗкел пурăнаççӗ. Сиенлӗ йăлапа та иртӗхни пулман халиччен. Чăн-чăн пурнăç çыннисем пулса çитӗнтернӗ вӗсем ачисене. Ача чухнехи асаилӗвӗсенче те ашшӗне мухтаса калаçаççӗ. «Пирӗн атте вăрман кăларма тăтăшах каятчӗ. Уйăхӗпе таврăнмастчӗ вара. Киле таврăнсан, пире тунсăхланипе, çӗрле вăратса, пытанмалла вылятчӗ пирӗнпе», – кулкаласа аса илет ывăлӗ Борис Николаевич. Тӗлӗнмелле ырă кăмăллă атте пулнă тесе каласан та йăнăш пулмӗ. Кам-тăр ачисене хăйӗн хаярлăхӗпе хăратнă пулсан, Николай Нурин вара ачисен чунӗсене лăпканă. Вӗсем сывă ӳсчӗр тесе тăрăшнă. Апат-çимӗç енчен те тутă тăратнă пепкисене.
Николай Нурин 80 çула çитнӗ пулин те, чиркӗве çӳремешкӗн те вăй-хăват тупать. Анкартинче çӗрулми çумлать, лартнă пахча-çимӗçсене шăварать. Тирпейлӗхпе шăршă çапнă çуртӗнче пӗчченех кӗштӗртетсе çӳрет. Кӳршӗрех пурăнакан Бориспа Василий ывăлӗ ватă çынна тимлӗх парсах тăраççӗ. Тепӗр тесен темех те кирлӗ мар ӗнтӗ ватă çынна. Ачисен ăшши тата юратăвӗ пӗччен пурнăçне тултарсах тăрать. Ытти ывăлӗсем те хуларан тăтăшах килсе çӳреççӗ. Паянхи кун тӗлне Николай Нуринăн 13 мăнук тата 5 кӗçӗн мăнук пур. Вăл вӗсемпе мăнаçланать, савăнать. Пуян асаттен йăхӗнче, ăрăва тăсакансем ытларах кун çути курнă. Апла пулсассăн тымар çӗр çинче тăсăлать пулсассăн, хисеплӗ те ырă йăх теме те пулать.
Нет комментариев