ОФИЦЕР техникума  килчӗ
Хыпарсем

ОФИЦЕР техникума  килчӗ

Районăн отрасль технологийӗсен техникумӗнче Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин  кунне халалланă нумай мероприяти иртрӗ. Тӗп мероприятийӗн хисеплӗ хӑни вара Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен офицерӗ, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн пуçлăхӗ Рустам Мухаметзянов пулчӗ.

Уява уҫнӑ май, техникум директорӗ Рамиль Ахметов, патшалăх хăйне хӑюллӑ, яваплӑ, пуҫаруллӑ ҫыннисем пур чухне кӑна хӑрушсӑрлӑхра туйма пултарать, тесе палăртса иртрӗ. Рустам Искендерович хăй вӗренсе тухнă Хусанти танк училищинчи курсант çулӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Ăна хӗрлӗ дипломпа пӗтерсен, ҫамрӑк лейтенант пулнă май, хӑй ирӗкӗпе Инҫетри Хӗвелтухӑҫа службăна кайни тата  паянхи кун та унти  ҫутҫанталӑкăн тӗлӗнмелле илемне манманни ӑшшăн аса илчӗ.

Тӗлпулӑва техникум студенчӗсем малалла тӑса сцена ҫинче вăрçă ҫулӗсенчи юрӑсем тата сӑвӑсем янăраттарчӗç. Унта совет салтакӗсен патриотлӑхӗпе паттӑрлӑхне çутатса пачӗç. Шыравҫӑсем Ҫӗнӗ Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Петр Николаевич Ивановăн паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. «Сирӗн умӑрта тулли пуласлӑх, пурне те ӑнӑҫу сунатӑп!» – терӗ полици подполковникӗ Рустам Мухаметзянов.    


Нет комментариев