Хыпарсем

Общество сӑнавҫисемшӗн вӗренӳсем иртрӗç

Суйлав – 2026

Паллӑ ӗнтӗ, 2026 ҫулхи сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен ҫӗршыври регионсенче, ҫав шутра пирӗн республикӑра та, тӑххӑрмӗш созыври РФ Патшалӑх Думин депутачӗсен суйлавӗ иртӗ.

Суйлав виҫӗ куна тӑсӑлӗ. Ӑна ҫурхи тапхӑртах хатӗрленме тытӑннӑ. Ҫак кунсенче районта «Никама пӑхӑнман общество мониторингӗ» ассоциаци программипе килӗшӳллӗн общество сӑнавҫисем валли вӗренӳсем йӗркелерӗç.

Вӗрентӗве право тата общество тӗрӗслевӗ енӗпе малта пыракан экспертсем: Раҫҫей юрисчӗсен Ассоциацийӗн членӗсем Дамир Зиятдиновпа Алексей Киселев, лару-тӑру центрӗн мониторинг ушкӑнӗн ертӳҫи Гузель Еникеева, ҫавӑн пекех, Тутарстан Республикин Общество палатин эксперчӗ Раиль Курамшин ирттерчӗç.

Вӗрентӳсем суйлав процесӗн уҫӑмлӑхне тӗрӗслемелли тата контроль тăвассине уçăмлă, тухӑҫлӑ тытӑм тума пулӑшать. Общество сӑнавҫисем – суйлав участокӗсенчи куракансем кӑна мар, законсемпе суйлав процедурисене ҫирӗп пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑма тӗллев лартнӑ экспертсем.

Вӗрентӳ вӑхӑтӗнче общество сӑнавҫисен ӗҫ-хӗлӗн тӗллевӗсемпе тапхӑрӗсене ӑнлантарчӗç. Малалла мероприятие хутшӑнакансем сӑнавҫӑсен прависемпе должность тивӗҫӗсем ҫинчен, сасӑлав процесне ҫутатмалли тӗрлӗ мелсем ҫинчен, суйлав участокӗсенче йӗркене пӑсма пултарасси ҫинчен тулли информаци тата хӑйсене интереслентерекен ыйтусем ҫине хуравсем илчӗҫ. Мероприяти вӑхӑтӗнче вӗсем йӗркене пӑснин тӗсӗсене, вӑл е ку кӑткӑс лару-тӑруран тухмалли ҫулсене конкретлӑ тӗслӗхсемпе тишкерчӗç.

«Суйлав вӑл – ҫынсем республикӑн, ҫӗршывӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хутшӑнни, ҫавӑнпа сасӑлав процесӗ май килнӗ таран уҫӑмлă иртмелле», – палӑртрӗ вӑл мероприяти вӑхӑтӗнче.

 


Нет комментариев