Кашни ҫул февралӗн 23-мӗшӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ ячӗпе районăмăрăн паллă спортсменне Фанис Загреева асӑнса районсен хушшинчи хоккей турнирне ирттересси ырӑ йӑлана çаврăнчӗ.
«Алтын Барс» пӑр керменӗнче иртнӗ турнира республикăн Атăл тăрăхӗнчи зонине кӗнӗ Кайпăç, Анат Кама тата Теччӗ районӗсен, Кивӗ Ҫӗпрел тата Хулаçырми ялӗсенчен хоккей командисем килнӗччӗ. Турнира уçмалли уявра спортсменсене, куракансене тата хоккей юратакан мӗнпур район çыннисене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ. «Эпир Фанис Загреева район спортне аталантарма нумай вăй хунăшăн çулсерен пысăк тимлӗхпе аса илетпӗр. Фанис пӗчӗкренех спортпа интересленнӗ, шкулта лайӑх вӗреннӗ, ун хыççăн Хусанти аслă вӗренӳ çуртне вӗçлесе физкультура енӗпе специальность илнӗ. Районта темиçе ăру футболистсем тата хоккеистсем воспитани парса ӳстерчӗ. Паянхи турнирта хутшӑнакансем хушшинче те унӑн воспитанникӗсем пур. Нумай спортсменсемшӑн вӑл чи лайӑх юлташ тата тренер пулма пӗлчӗ», – терӗ Марат Гафаров. Асăну турнирне Фанисăн мăшăрӗЭльвира тата ывăлӗсем Алмазпа Адель те килнӗччӗ. Район пуҫлӑхӗ вӗсене ҫирӗп сывлӑх, пурнăçӗсенче çитӗнӳсем тата телей сунчӗ.
Кӑҫал пӑр хуҫисем нихçанхинчен те ăстарах вылярӗҫ, опычӗсем те соперникӗсенчен чылай лайăхрах палăрчӗ. Пӗрремӗш тапхăр пуçламăшӗнченех Ҫӗпрелӗн хоккеисчӗсем тапăну меслечӗ çине куҫрӗç. Вӑйӑ вӗçлениччен кайпăçсен хапхине 8 шайба кӗртрӗç, хӑнасем вара икӗ шайбӑпа кӑна хуравларӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑннӑ Хулаçырми хоккеисчӗсем те илемлӗ комбинациллӗ вӑййине кӑтартнине калас пулать. Вăйăсен юлашки çеккунтӗчченех хӗрӳллӗн кӗрешнӗ çак команда районсен хушшинчи турнирта призлă вырӑна йышӑнни хăех ял спорчӗ питӗ мала кайни ҫинчен калать. Турнир вӗҫӗнче чи лайӑх вылякансене те палӑртрӗҫ. Денис Широкий «Чи лайӑх хапхаçă», Ильяс Салахутдинов – «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» тата Эмиль Валиуллин «Чи лайӑх тапӑнакан» пулса палăрчӗç. Куракансене Кивӗ Çӗпрел командин выляканӗ Ильназ Валиуллов та питӗ килӗшрӗ. Калас пулать, икӗ кун каярах кăна районăмăрăн спорт ветеранӗ, хоккеистсен командин капитанӗ Ирек Мушарапов 57 ҫул тултарчӗ. Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов çавна май ăна ӑшӑ сăмахсем каларӗ, районти спорта ӳстернӗ çӗрте активлă ӗç илсе пынăшăн тав турӗ. Призлă вырӑнсем йышӑннӑ командӑсене грамотӑсем тата асӑнмалӑх парнесем пачӗç. Кивӗ Çӗпрел ял командин куҫса ҫӳрекен кубокӑн хуҫи пулчӗ (ӳкерчӗкре).
Нет комментариев