Ял пурӑнать пулсан, купӑсҫӑсем те пурӑнӗҫ. Яла кӑна мар, нацие те пурăнтарать пулӗ. Эпир ҫамрӑк чухне, купăсçăсăр ялсем те ҫукчӗ те пулас. Ҫамрӑксен каҫхи вӑййисем, улах çурчӗсем, туйсем купăссăр, юрӑсӑр иртмен. Кашни ялта питӗ ӑста купӑсҫӑсем пулнӑ...
Анчах та, юлашки темиçе вунă çул хушшинче ял тӑрӑхӗсенче купӑсҫӑсен шучӗ чакса пырать, ачасем те купӑспа тата, пӗтӗмӗшле илсен, музыка инструменчӗсемпе выляма вӗренме пит ашкăнса тăмаççӗ. Тен, ҫакна электронлӑ музыка пурнӑҫа çирӗп кӗрсе пынипе те ӑнлантарса памалла-тăр.
Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнчи «Ачасен искусство шкулӗ» хушма пӗлӳ паракан муниципаллă бюджет учрежденийӗн директорӗпе Алина Ахметовапа тата çак шкулта "Баян" класне илсе пыракан Ландыш Сабирзяновапа сăмаха çакăнтан пуҫларӑмӑр. «Творчество тӗнчи - сӑнарлӑ ҫӑлкуҫ вăл», – тет Алина Александровна. Чӑнах та, паян ҫак шкулта ачасене ҫак асамлӑ тӗнчене илсе кӗрессишӗн тата искусствӑна вӗрентессишӗн паян мӗнпур майсем те пур. 50 ҫул каялла йӗркеленнӗ шкула темиçе теçетке çул хушши «Музыка шкулӗ» тесе каларӗç. Ăна никӗс хывакана Рифкать Фахретдинова халӗ те хисеплесе аса илеҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра тен шкулăн баянӗсем те çителӗклӗ пулман пулӗ.
Рифкать пичче тивӗҫлӗ канӑва тухсан унӑн ӗҫне 17 ҫула яхӑн аслӑ пӗлӳллӗ Руслан Шарафутдинов малалла тӑсрӗ. Алина Ахметова директор должноçне илсе пыма пуçланăранпа февраль уйӑхӗнче шăпах пӗр ҫул пулчӗ. Ҫулсем иртсе пынă çемӗн музыка шкулне те «искусство» шкулӗ тесе улăштарнă. Халӗ кунта 200 тен ытла ача çӳрет. Вӗсенчен 20шӗ – фортепиано, 18шӗ баян класне ҫӳрет. 45 ача ӳкерчӗк тăвас вӑрттӑнлӑхсене вӗренет. Нумайăшӗ вара (118 ача) хореографие кăмăлланă.
Хатӗрленӳ курсӗсем, гитара, вокал, ҫав шутра халӑх вокалӗ, баян, фортепиано тата ӳкерчӗк искусствин кружокӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене 32 ача çӳрет. Упи, Шланка, Аслă тата Кӗçӗн Чăнлă ялӗсенчен килсе вӗренекенсем те пур. Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче искусство шкулӗн баян класӗ енӗпе филиалне уҫнă. Унта Талгат Фахрутдинов ялти ҫамрӑксене музыкӑна вӗрентет. Пилӗк ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн ачасене удостоверенисем параҫҫӗ, паллах, уншăн экзамен та тытма тӳрӗ килет.
Шкула вӗçлесен те ҫак специальность енӗпе аслӑ вӗренӳ çурчӗсене кӗрекенсем те пур. Алина Ахметова каланӑ тӑрӑх, искусство шкулӗнче ӗçлекен вӗрентекенсен пурин те ятарлă профессийӗ пур, аслă пӗлӳллӗ. Республикăн тата Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ тӗрлӗ конкурссенче хутшӑнса, опычӗсене лайӑхлатаҫҫӗ, Дипломсем, грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Ольга Ефремова хăйӗн «Мишари» ачасен фольклорпа этнографи проекчӗпе Раҫҫей конкурсӗнче çитӗнӳсем тăвать, Президентăн 350 пин тенкӗлӗх грантне çӗнсе илет. Тутарстанри Культура министерстви ирттернӗ конкурсра та çӗнтерет тата 190 пин тенкӗлӗх грант илет. Паллă ӗнтӗ, çак укҫа-тенке мероприятире хутшӑнакан ачасем валли тӗрлӗ наци тумӗсене илессишӗн тăкаклаççӗ. «Аслӑ категориллӗ вӗрентекен» ята çӳретекен директор Алина Ахметова «РИТЭК»ăн «Art –Music» «сасă çыртаракан студийӗн» проекчӗ енӗпе социаллă проектсен конкурсӗнче «Духовность и культура» номинацире хутшăнса, 355 пин тенкӗлӗх гранта тивӗçлӗ пулнă.
«Яз нуры», «Реченька», «Туслăх» тата «Яшьлек» вокал ансамблӗсем ӑнӑҫлӑ ӗçлеççӗ. Искусство шкулне çӳрекенсем 2019-2020 ҫулсенче халăхсем хушшинчи тата регионри конкурссенче, фестивальсенче 22 призлă вырăна çӗнсе илнӗ.
Малашне «График дизайнӗ», хӗлӗх вăйă инструменчӗсен уйрăмӗсене уҫма шутлаççӗ. «Хальлӗхе специалистсем ҫук. Лӑпланма шутламастпăр, çитес вăхăтра вӗсене те тупăпăр»,– терӗ Алина Александровна.
...Эпир калаҫнӑ хушӑра класс пӳлӗмӗсенче музыка янăрарӗ. «Айтӑр, эпӗ сире виртуозсемпе те паллаштарам», – терӗ ертӳҫӗ. Виртуазсем тенисем– баян класӗнчен Адила Бахитова, фортепиано класӗнче вӗренекенсем Руслан Насыбуллин, Камилла Хафизова тата Лейсан Миначетдинова иккен.
«Опытăмран тухса калатăп, музыка шкулӗнчи занятисем логика шухӑшӗсене анлӑлатаҫҫӗ. Эпӗ, пӗтӗмӗшле илсен, музыка тӗнчине тарăн ăнланассишӗн наци вăййин инструменчӗсемпе выляма вӗрентмелле тесе шутлатӑп. Калăпăр, баянпа вылять иккен, тальянкăна та вӗрентӗр. Курайпа вылянă ача, флейта та алла илтӗр. Музыка тӗнчи тарăн ăс-тăн çăлкуçӗ вӗт вăл. Интересленме пӗлсен çамрăксен интересӗ вăйлă, вӗсем пурне те хăвăрт алла илеççӗ», – тет баян класӗн вӗрентекенӗ Ландыш Сабирзянова.
Нет комментариев