Йăла-йӗрке
Ҫимӗк — ҫуллахи сиплӗ вӑхӑтри таса уявсенчен пӗри, ваттисене асӑнмалли кун. Кил-йышпа, ратнепе ирттерекен йӑла. Ăна ирттерме темиçе кун малтан киле, картише, çурт умӗсене тирпейленӗ.
Çимӗк чăнах та ваттисене асăнмалли чи пысăк кун шутланать. Ăна Троица умӗнхи эрнере хăшӗсем кӗçнерникун, хăшӗсем шăматкун ирттереççӗ. Çимӗкчен çичӗ хутчен шыва кӗмелле, çичӗ тӗрлӗ курăк çимелле. Аслати пӗрремӗш хут кӗрлесен вӗлтрен яшки пӗçерсе çимелле, вара çулталăкӗпех чир-чӗр çыпçăнмасть теççӗ.
Çимӗк кун тул çутăлнă-çутăлман мунча хутса яраççӗ. Çӗнӗ милӗкпе мунча кӗреççӗ. Çимӗке ятарласа килнисем аслашшӗсен, ашшӗсен тӗп кил-çуртне пуçтарăнаççӗ. Ялта пурăнакан тăванӗсемпе масар çине каяççӗ. Кашни хăйӗн ашшӗ-амăшне, ваттисене, тус-юлташӗсене асăнать. Ваттисем каланă тăрăх, ӗçмелли-çимелли мӗн чухлӗ техӗмлӗрех, вӗсем леш тӗнчере çавăн чухлӗ ытларах тутă пулаççӗ.
Масар çинчен таврăнсан тӗп кил-çуртра сӗтел çи хатӗрлеççӗ.
Мӗнле пулсан та, Çимӗкре ялти масарта ӗмӗрлӗхех канлӗх тупнă аçăр-аннӗр, ытти тăванăрсем патне çитсе асăнмасăр ан юлăр.
Нет комментариев