Ăшă кăмăллă Ефросиния аппа
Хыпарсем

Ăшă кăмăллă Ефросиния аппа

«Вăрçă хӗрарăм сăнлă мар» проектпа килӗшӳллӗн, Аслă тӗнче вăрçине çӗнтернӗренпе 75 çул çитнӗ май, Çӗпрел районӗнче тыл ӗçченӗсемпе, вăрçă ветеранӗсемпе тӗлпулусем иртеççӗ. Пуçлăхсем вӗсен сывлăхне, мӗнле условисенче пурăннине тимлеççӗ. Черетлӗ тӗлпулу Аслă Аксу ялӗнче иртрӗ.

«Кӗтсе ывăнтăм сире», – терӗ  ăшшăн кулса Ефросиния Егоровна, пӳрте кӗнӗ-кӗмен. Кресло çинче ларакан кукамай хăнасене чунтан кӗтни палăрчӗ. Нарăс уйăхӗн 20-мӗшӗнче вăл хăйӗн 90 çулхи юбилейне кӗтсе илчӗ.

– Епле пурăнатăр, Ефросиния Егоровна? – ыйтрăм эпӗ.

– Аван, халь питӗ аван, хӗрӗм – терӗ кукамай хăй пурнăçӗпе кăмăллă пулнине пӗлтерсе.

 Малалла сăмах çăмхи сӳтӗлнӗ май, калаçу йӗркеленсе пычӗ. Хăйӗн шăпи пирки, ӗмӗрӗ нушаллă иртнине каласа кăтартрӗ.

Ефросиния Егоровна Артемьева Аслă Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Çак ялтах йăва çавăрнă.

Ефросиния Артемьева вăрçă пуçланнă чухне 11 çулта пулнă. Йывăрлăхне пайтах курнă, колхозра вăй хунă: ӗне те сунă, пăру та пăхнă. Мускав, Астрахань хулисене те ӗçлеме кайнă. Йывăр пурнăç  Çӗпӗре те илсе çитернӗ ăна.

«Мăшăрлансан икӗ эрнеренех салтак арăм пултăм», – тет кинеми. Николай Терентьевич виçӗ çул çурă çар хӗсметӗнче салтак тивӗçне пурнăçланă хыççăн яла таврăнать. Мăшăрӗпе пӗрле вӗсем çичӗ ача пăхса ӳстереççӗ. Мăшăрӗн пурнăçӗ 66ра татăлать.

Ефросиния Егоровнан куçӗ япăх курать. «Иккӗмӗш ачан ывăлӗ вилсен йӗре-йӗре куç пӗтрӗ», – тет вăл хурланса.

Паянхи кун ăна ачисем пăхаççӗ. Хулара пурăнакан ачисем патӗнче те тăрать е ялта, хӗрӗ Лида пăхать. Унăн ватлăхӗ ачисен ăшшинче иртет теме те пулать. Хăйӗн 14 мăнукӗ тата 19 кӗçӗн мăнукӗсем пирки мăнаçланса калаçать.

Аслă Аксу ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов тата район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин Раççей Президенчӗн çырăвне тата район пуçлăхӗ ятӗнчен асăнмалăх парнесем пачӗç.

Кăмăллă Ефросиния Артемьева та килнӗ хăнасене чун-чӗререн ырă сăмах каласа тав турӗ.

 


Нет комментариев