Ăратлă пăру илессӳ килсен...
Хыпарсем

Ăратлă пăру илессӳ килсен...

Выльӑх-чӗрлӗх специалисчӗсем каланӑ тӑрӑх, выльăхсен продуктивлăхне ӳстерессишӗн, ăрат ӗçне лайăхлатассишӗн  тата час-часах килсе тухакан чирсене асӑрхаттарассишӗн  искусственнăй майпа йăхлантарнипе усă курни лайӑх кӑтартусем парать. Хальхи вӑхӑтра районта вунӑ пине яхӑн сăвакан ӗне шутланать. Вӗсенчен 5319не уйрăм хуҫалӑхсенче усраççӗ. Уйрăм сӗт выльӑхӗсен 50 проценчӗ кăна, анчах, искусственнăй майпа йăхлантарнин меслечӗпе туллиленет, ытти харпăрлăха пăхăнса тăракан  ял хуҫалӑх предприятийӗсенче çак кӑтарту 75 процента тӳрӗ килет.

Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче Мансур Шайдуллин вунӑ ҫула яхӑн сӗт паракан выльăхсем усрать. Паян çак хуçалăхăн пилӗк ӗни пур, пурте лайӑх ăратлă. Темиҫе эрне каялла кăна иккӗшӗ пăруланă. Сӗтне те ытлӑ-ҫитлӗ параççӗ – талӑкра вӑтамран 22 килограма яхăн. Ку хӗллехи уйăхсенче... Ҫăва тухсан вӗсен продуктивлăхӗ тата та ӳсет. Сумалли аппаратсен пулăшăвӗ пурнăçлаççӗ. «Ӗлӗкхи ҫулсенче ӗнесем усрасси питӗ йывăрччӗ. Йăхлантармалли вăхăт çитсен питех те. Тӗрлӗ çанталӑк условийӗсене те пăхмасăр, ӗнесене кăкарса фермăсене ҫӳреттӗмӗр. Искусственнăй майпа йăхлантаракан ӗçе Ильгиз Сафиуллов пуçăнсан, выльӑхсем усрама ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Пӗрре шăнкăравласанах «васкавлӑ пулӑшу машини» пек  килсе те ҫитет. Хăй аслӑ пӗлӳллӗ выльăх врачӗ пулнăран, усăллă канашсем те парса хăварать. Эпир питӗ кӑмӑллӑ, – тет кил хуҫи Мансур Шайдуллин.

Ильгиз Сафиуллов çинчен сăмах хускатсан, вăл Кивӗ тата Чӑваш Шемӗршел, Димин, Кӗҫӗн тата Аслă Чăнлă ялӗнчи уйрӑм секторта усракан ӗнесене ветеринари пулăшăвӗ те парать. Участок пайтах пысăк, ӗнесен шучӗ 1000 пуçран ытла.

– Выльăхсене искусственнӑй майпа йăхлантарни тупăшлă», – тет Ильгиз. Пӗрремӗшӗнчен, искусственнăй çулпа йăхлантарни выльăхсен аш тата сӗт пахалӑхне тухӑҫлӑ лайӑхлатма май парать. Иккӗмӗшӗнчен, мӗнле ăру илмеллине суйласа илме май парать».

Унсӑр пуҫне, искусственнӑй майпа йӑхлантарасси                                                                                                                                    йӳнӗрех ӳкет, мӗншӗн тесен ӑратлӑ вӑкӑра тытасси пысӑк тупăшсем ыйтать.

Районăн пилӗк ял тӑрӑхӗнче искусственнăй майпа йăхлантаракан пункт ӗçлет, вӗсем зонăсем çине пайланса кашни яла пулăшу кăтартаççӗ. Кивӗ Чукалӗнче – Николай Наумов (тел.: 89600320731), Матакра – Нияз Яфизов (тел.: 8939319733), Кӗçӗн Чăнлăра – Илгиз Сафиуллов (тел.: 89061127946), Кивӗ Кахăрлăра – Ильдар Хузиев (тел.: 89274420475) тата Çӗнӗ Шăхалӗнче Людмила Пыркина (тел: 893939224).

Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ӗнесене йăхлантарнă çӗрте ăрăвӗ паллă пулман сахал продукт паракан вăкăрсемпе усă курнă чухне бруцеллез, вибриоз, трихомоноз, лептоспироз, лейкоз пек хăрушă чирсем ӗнесене ерес хăрушлăх пур. Выльӑхсен продуктивлăхне  ӳстерес тесен, инфекциллӗ чирсенчен сыхланас, пăруламалли срокӗсене тӗрӗс палăртассишӗн, искусственнăй майпа йăхлантарасси çине куçмалла. Выльӑхăн хускалнă тапхăрӗ иртсе, пăруланă хыççăн 42 кун иртсен йăхлантарни ăнăçлă. Ҫакăн пек майпа ҫуралнă пӑрусем ҫуралсанах 40 килограма çитеççӗ, лайӑх ӳсеҫҫӗ.

– Районта искусствӑлла майпа йăхлантармалли технологи ӗҫне пуҫӑнас текенсене «симӗс çутă». Патшалӑхӑн «40 х 60» программи енӗпе ҫӗнӗ оборудованисем илме май пур. Паллă ӗнтӗ, ун пек ҫыннӑн выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре специалист пулмалла», - тесе, вăйра пулнă çак ӗçе енӗпе патшалăхăн пулăшу программи пулни çинчен те аса илтерчӗ агроуправленийӗн селекципе ӑрат службин начальникӗ Талгат Низаев.


Нет комментариев