Тӗлӗнмелле пултаруллă кинемипе паллашма тӳрӗ килчӗ. Ташлать, юрлать, купăспа вылять, пӗрремӗш хут куратăп çакăн пек маттур кукамая. Чăваш Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Мария Степановна 90 çул тултарчӗ пулин те, çулӗпе чылай çамрăк курăнать.
Мария Сачкова Чăваш Çӗпрел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Пирваях тăван колхозра вăй хунă, каярахпа Ульяновск хулинчи чугун çул станцийӗнче проводница пулса ӗçленӗ. Вăрçă çулӗсене лекнӗ кинеми, хăйӗн йывăр шăпи çинчен те каласа пачӗ. Вăл вăхăтри çынсен пурнăçӗсем питӗ нушаллă-тертлӗ пулнă. «Çăка çулçисене пуçтарса типӗтеттӗмӗр, çавна авăртса çăнăх тăваттăмăр. Крахмалшăн çын пахчине чавма кайнă. Хырăм выççи таçта та чуптарнă. Ӗлӗкхи пурнăçпа танлаштарсан, паянхи самана питӗ лайăх. Каланкка хутмастпăр, ăшă, çимелли яланах сӗтел тулли», – тет Мария Степановна.
Калаçнă майăн 90 çулхи Мария Сачкова юрра-ташша, çавăн пекех купăспа выляма ăста пулни те палăрчӗ. Нуша çимӗçне нумай астивнипе-ши унăн çак хăватлăх, çирӗплӗх? Çавăн пекех алсиш-нуски те çыхать, хаçат вулать. «Сувар» тата «Тăван ен» хаçатсене юратса вулатăп, тет вăл.
Паянхи кун тӗлне кинеми пӗчченех пурăнать. Ăна социаллă ӗçчен Галина Васильевна Хубахова пăхать. Тата чун юратнă ачисем те тăтăшах килсе тăраççӗ. Мăшăрӗпе пӗрле икӗ ача пăхса çитӗнтернӗ. Мăшăрӗ вунă çул каяллах çут тӗнчепе сывпуллашнă ӗнтӗ. Йывăрлăхсене парăнман, малалла пурăнма ăнтăлнă кукамайăн виçӗ мăнук тата икӗ кӗçӗн мăнукӗ пур.
Мария Сачкована саламлама килнӗ район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Чăваш Çӗпрел ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Виталий Землемеров Раççей Президенчӗн саламлă çырăвне, район пуçлăхӗ ятӗнчен чечек çыххи тата асăнмалăх парне пачӗç.
«Чи пахи пирӗншӗн эсир пурăнни, кӗçӗн ăру валли тӗслӗх пулса пурăннишӗн сире тав сăмахӗ калатпăр. Вăрăм ӗмӗрлӗ пулăр!», – терӗ Алексей Ярухин.
Нет комментариев