Тури Хураката ялӗнчи Имаметдин Ризванов 95 ҫул тултарчӗ.
Яланхи пекех, саламлама район руководителӗсем тата ачисем килчӗҫ.
Имаметдин пиччене хисеплемен ҫын ялта ҫук та пулӗ, вӑл хӑй те ҫынсемпе питӗ кăмăллă. Вӑл кӑткӑс та вӑрӑм ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ.
Йывӑр ӗҫ, вӑрҫӑ ҫулӗсем, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи выҫлӑх, ҫитменлӗх – вӗсем ҫинчен вӑл тунсӑхлӑн та салхуллӑн аса илет. «Эпир ӳснӗ чухне питӗ йывӑрччӗ», – тет вӑл.
12 ҫул тултарсанах Имаметдин пичче колхоза ӗҫлеме килнӗ, ҫавӑнтан вара унӑн çул-йӗрӗ колхозран уйрăлман. Çамрӑк йӗкӗте лашасем пӑхма палăртаҫҫӗ. Вӑл вӗсене тӑватӑ теçетке хушши пӑхса ӳстерет.
– Эпӗ лашасене питӗ юратрăм, халӗ те юрататăп. Вӗсем питӗ ӑслӑ чӗрчунсем, – тет вӑл.
Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл хӑйӗн хуҫалӑхӗнче лашасем тытать. Темиҫе ҫул каялла кăна вăл вӗсене усрама пăрахнă.
– Ӗлӗк колхозра 100 яхӑн лаша пулнӑ. Ӗлӗкхи колхоз председателӗ Мансур Замалетдинов сурӑх ферми е лаша вити ҫинчен каласан, вӑл юлашкинчен лаша суйласа илчӗ. Хӑй те лашасене питӗ юрататчӗ.
Акатуйсенчи ăмăрту валли те Имаметдин пичче лашасем хатӗрленӗ. Хӑй те юланут пулнӑ. Ҫав ҫулсене аса илтерсе, ҫӗнтерӳшӗн парнеленӗ хуткупӑс паян та упранать.
– Акатуйсенчи ăмăртура 60 лаша хутшӑнатчӗ. Аслă Чăнлă ялӗнчи юланутпа мӗнле ăмăртнине халӗ те астӑватӑп-ха. Кайран иксӗмӗре кăна хăварса ӑмӑртрӑмӑр, эпӗ ҫӗнтертӗм, – аса илчӗ Имаметдин пичче.
Юбиляр мӑшӑрланса мăшăрӗпе пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ. Паян вӑл тӗп никӗсре, мăшăрӗсӗр пуçне кăна 20 ҫула яхӑн пурӑнать. Ялта унӑн ачисем, Дания хӗрӗ пурӑнать. Кунсерен ăна пулăшса, сывлăхӗ çинчен пӗлсе тăраççӗ.
Имаметдин пичче пурнӑҫа юратнипе, лайӑх эмоцисем пама пӗлнипе палӑрса тӑрать, ҫав паха енсем унӑн ҫывӑх ҫыннисене те куҫнӑ.
Ӑна ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ ятпа – районти ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи Рустам Мухамметзянов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов саламларӗҫ.
Ӗмӗре яхӑн пурӑннӑ ял ҫыннине йӑлана кӗнӗ тăрăх Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинран саламлӑ ҫыру, район пуҫлӑхӗнчен Марат Гафаровран тата ял тăрăхӗнчен парнесем пачӗç, ҫавӑн пекех ӑшӑ сăмахсем каларӗç.
Нет комментариев