Ҫитес ҫул пилӗк кунлӑх ӗҫ эрнипе ӗçлекен Тутарстанра çыннисен сакӑр вӑрӑм канмалли кун пулать. Ку 2025 ҫулхинчен нумайрах.
Январь уйӑхӗнче Тутарстан ҫыннисем Çӗнӗ ҫул тата Раштав уявне пула харӑсах 11 кун канӗҫ. Февраль уйӑхӗнче канмалли кунсем 21-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен тӑсӑлӗҫ, хушма канмалли кун Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявлассипе ҫыхӑннӑ.
Март уйӑхӗнче Тутарстанра пурӑнакансем умлӑ-хыҫлӑ икӗ хутчен виҫӗ кун канӗҫ — мартӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗшӗччен тата мартӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен. Ҫак уйӑхра Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне тата Ураза-байрама паллӑ тӑвӗҫ (уявӑн юлашки кунне Тутарстан Раисӗн указӗпе палӑртаҫҫӗ, анчах ТР мусульмансен Тӗн управленийӗн календарӗпе Ураза-байрама республикӑра мартӑн 20-мӗшӗнче паллӑ тума шутлаҫҫӗ). Май уйӑхӗнчи уявсем майăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 3-мӗшӗччен тата майăн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен тӑсӑлӗҫ.
Июнӗн уйӑхӗнче Тутарстан çыннисем Раҫҫей кунне уявланӑ май, июнӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен канӗҫ. Тутарстан Республикин кунне пӑхмасӑр, август уйӑхӗнче ТР ҫыннисен канмалли кунӗсем вӑрӑм пулмӗҫ. 2026 ҫулта уяв кунӗ вырсарникуна тӳрӗ килет, анчах та республика уявӗсен кунӗсенче хушма канмалли кун, шӑматкуна е вырсарникуна тӳрӗ килсен, куҫмасть.
Ноябрь уйӑхӗнче вӑрӑм канмалли кунсем ТР Конституцийӗн кунне уявланӑ май, ноябрӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен тӑсӑлӗҫ.
Ҫавӑн пекех, çулталӑк хушшинче Тутарстанра пурӑнакансен эрне варринче икӗ канмалли кун пулать — майӑн 27-мӗшӗнче (ТР Раисӗн Указӗпе палӑртакан Курбан-байрам) тата ноябрӗн 4-мӗшӗнче (Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ).
Нет комментариев