Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Уяв ячӗпе!

Хисеплӗ хӗрарӑмсем, аппасемпе йăмăксем — районăн ӗҫчен, тăрăшуллă, ӑслӑ, çепӗç хӗрарӑмӗсем!

Сире ҫурхи илемлӗ те кӑмӑллӑ уявпа — Мартӑн 8-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!
Хӗрарӑм вӑл — тулли пӗр тӗнче, юрату та, çепӗçлӗх те, илемлӗх те, ачаш туйӑмсем те, чи хаклӑ, чи ҫывӑх ҫынсемшӗн вӗҫӗмсӗр тӑрӑшни те, амӑшӗн ачисемшӗн пулнă вӗҫӗмсӗр юратăвӗ те — ҫаксем валли унра вырăн ҫителӗклӗ. 

Хӗрарӑма анне пулма телей пӳрнӗ. Ачасем, унтан вара мӑнуксем урлӑ пирӗн ӑру тымарӗсем, пӗтӗмлетсе каласан, этемлӗхӗн несӗл тымарӗсем ӗмӗрлӗхех пӗрле çыхăнаççӗ. Тăван чӗлхене, тӑван ҫӗре, Тӑван ҫӗршывăмăра юратасси те анне сӗчӗ урлă куçать. Сирӗн ачаш чунӑршӑн, пирӗншӗн яланах тӑрӑшнӑшӑн, пире хӑвӑрăн чун ӑшшине парнеленӗшӗн эпир сире, аннесем, аппасем, йăмăксем, хӗрарăмсем, чун-чӗререн тав тӑватпӑр!

Вӑрҫа тӳссе ирттернӗ чăтăмлă, сапăр хӗрарӑмсем виҫесӗр хисепе тивӗҫлӗ. Арҫынсемпе юнашар тӑрса, вӗсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, хӑйсене шеллемесӗр тылра — заводсенче, колхозăн уй-хирӗсенче ӗҫленӗ, тӑшман аркатса тӑкнӑ ҫӗршыва ура çине тăратнă.

Вӑхӑт иртет, ӑрусем те улшӑнаҫҫӗ. Хӗрарӑмсем паян та тӗрлӗ сферӑра ӗҫлеҫҫӗ, общество пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Вӗсем кирек ӑҫта пулсан та ӗҫ ҫине яваплӑ пӑхнин, пуҫарулӑх тата професси ӑсталӑхӗн тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Савнӑ аппасем, йӑмӑксем, асанне-кукамайсем, Мартăн 8-мӗшӗ ячӗпе сире пурсӑра та ҫурхи пӗрремӗш уявпа — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чунтан саламлатӑп. Ҫурхи ачаш хӗвел сирӗн чун-чӗрӗрсене çепӗçлӗх, çемьесене ырлӑх, юрату, телей, ӑнӑҫу кӳтӗр. Уявăр кăмăллă ирттӗр!

Марат Гафаров, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев