Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене ӳстерекенсем
Районти Культура çуртӗнче хӗрарӑмсене чысларӗҫ
Мероприятие ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен амӑшӗсене тата вилнӗ ҫар ҫыннисен арӑмӗсене чӗннӗччӗ.
Ҫак хӗрарӑмсенчен ну-майӑшӗ паян ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене хастар пулӑшаҫҫӗ — маскировка сеткисем яваҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ пуххисене пуҫтараҫҫӗ. Парнесем пани, тав сӑмахӗсем калани тата концерт программи — хӗрарӑмсене чысланин пӗр пайӗ ҫеҫ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров залри хӗрарӑмсене тав сӑмахӗ каларӗ.
— Паян ятарлӑ ҫар операцине тивӗҫлипе хутшӑнса, хӑйсен пурнӑҫ хакӗпе пирӗн Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен паттӑр ывӑлсене пӑхса ҫитӗн-терекенсене пурне те тавтапуҫ. Паян вӗсем хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ, хӑйсене тивӗҫлӗ кӑтартаҫҫӗ, — терӗ вӑл.
Мероприятире ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшăнакан Фаиль Гафуров та пулчӗ. Кӗске вӑхӑтлӑх отпускӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявланӑ вӑхӑта тӳрӗ килнипе, вăл мӗнпур çар çыннисен ятӗнчен хӗрарăмсене уявпа саламларӗ.
Концертра çавăн пекех «Çулталӑк хӗрарӑмӗ. Çулталăк арçынни: хӗрарăм куçӗпе» республика конкурсӗнче хут-шăнакансене тата çӗнтерӳçӗсене палăртса иртрӗç. Ҫак конкурсра хутшӑнакансем волонтер тата гуманитари ӗҫӗ-хӗлӗпе те аппаланаҫҫӗ.
Пăрăнтăк станцийӗнче пурӑнакан Наталья Егорован ывӑлӗ текех нихăҫан та таврăнаймӗ.
— Егор ывӑлăмăр ҫуккине ӗненес килмест. Вӑл чӑн-чӑн паттӑрла вилнӗ. Унӑн ӑстăвăмӗ пирӗн ентешсен асӗнче ӗмӗрлӗхех юласса шанатпӑр. Ывӑлăмăр пирӗн ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн кӗрешрӗ, — терӗ амӑшӗ.
Ҫак кун концерт программине район Совечӗпе Ӗç тăвакан комитетăн ӗçченӗсем хатӗрленӗ. Сцена ҫине хӑпарнӑ ертӳçисем те, отдел сотрудникӗсем те хӗрарӑмӑн илемне, вӗсем ҫӗршывпа ҫемье пурнӑҫӗнче илсе пынă вырӑн пӗлтерӗшӗ çинчен каласа иртрӗç.
Залра ларакансене пурне те ырӑ йӑлапа чечек ҫыххисем тата парнесем пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев