Миляушапа Вагиз Туктиевсем сакӑр ачана воспитани параҫҫӗ
АННЕ пулни — пысăк телей!
Пирӗн вӑхӑтра ачасене финанс енчен ӳстерме йывӑр пулсан, вӗсене тивӗçлӗ воспитани пама та çăмăлах мар пулнă. Мучелей ялӗнче пурӑнакан Миляушапа Вагиз Туктиевсене вара ҫакӑн пек йывӑрлӑхсем хӑратман...
Миляуша Кайпăç районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пулас мăшăрӗпе Ульяновск хулинче паллашать. Вӗсем мӑшӑрланаççӗ, Мучелей ялне таврăнса тӗпленеççӗ. Çапла вара Миляуша тӗп никӗсре мăшăрӗпе Вагизпа тата хуняшшӗпе, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Нурулла пиччепе, хунямӑшӗпе Камария аппапа пӗрле пӗрле пурӑнма пуҫлать.
— Вагизӑн ашшӗ-амӑшне эпӗ пӗрре курсах кăмăлларăм, яла та юратса пӑрахрӑм. Ҫак ҫемьене кин пулса килнишӗн савăнатăп кăна, — тет Миляуша.
Никӗсе туллилентерсе ачасем ҫуралаҫҫӗ: Наиль, Фирдауса, Гулюса, Ильгиз, Ильмас, Гульназ, Ильназ, Ильмир. Вӗсенчен малтанхисем хӑйсем те çемье çавăрнă, ачасем ӳстереҫҫӗ. Ильназпа Ильмир вара Матак вӑтам шкулӗнче вӗренеҫҫӗ.
Вӗсен чӗрине ыраттараканӗ — Ильмас. Техникум пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӑл контракт çырса, ҫар службине каять. Таджикистанра, Сирире службӑра тӑрать. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн вӑл унта хутшӑнма пуҫлать.
— Сирирен таврӑннӑ хыҫҫӑн ывăлăмăр икӗ эрне ҫеҫ канма пултарчӗ. Ятарлă ҫар операцине кайнӑ хыççăн та, пӗр-пӗринпе ҫулталӑк хушши калаҫса тăтăмăр. Иртнӗ çул мартăн 9-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫыхӑнăва тухма пăрахрӗ. 2024 ҫулхи июнӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа ывăлăмăр Ильмас хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынсен списокӗнче тăрать, — тет Миляуша Туктиева.
Ильмас Туктиева «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ, вăл çар юхăмӗн ветеранӗ ятне тивӗҫнӗ.
— Ачамăрсем пурте ӗçчен, тăрăшуллă пулса ӳсрӗç. Пӗчӗккисем те шкулта лайӑх вӗренеҫҫӗ. Нумай ачаллӑ ҫемье пулнăран, патшалӑх пире пӳрт те лартса пачӗ. Пысӑк, çутă, ирек пӳртре пурӑнатпӑр, — тет Миляуша.
— Пурнӑҫ лайăх. Пурте пур. Ачасене ҫакӑн пек условисенче ҫитӗнтересси — вăл телей кӑна. Тӗнчемӗр тăнăçлантăрччӗ, кашнийӗн ачи ырă-сывă пултӑрччӗ, — теҫҫӗ Туктиевсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев