Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Икерчӗ уявӗ кӗрлесе иртрӗ

Ҫӑварни — упранса юлнӑ авалхи уявсенчен пӗри

Хӗле ăсатас тата ҫуркуннене кӗтсе илес енӗпе уяв халăх хушшинче анлă сарăлса пырать. 

Ҫӑварни эрнине икерчӗсемпе, юрӑсемпе, ташӑсемпе, хаваслӑ вӑйӑсемпе ирттерсен пӳрте телей кӗрессе халӑх ӗненнӗ.
Районти тата ялсенчи Культура çурчӗсенче ӗҫлекенсем уява уҫӑ кӑмӑлпа, купӑссемпе, юрӑсемпе, ташӑсемпе уçăлни çинчен пӗлтерсе, тӗп урам тӑрӑх «Ҫӗпрел» паркне иртрӗҫ. Ҫак кун уяв программинче театрализациленӗ спектакль пулчӗ. 
Уявра хӗле ăсатмалли, çуркуннене кӗтсе илмелли самантсем палӑрчӗç. Ҫуркуннене кӗтсе илес енӗпе ача-пăчасем тата ватти-вӗтти те тӗрлӗ вӑйӑсенче хутшăнчӗç.

Уявӑн чи лайӑх саманчӗсем — икерчӗ дегустацилесси тата кӗлеткене ҫунтарасси пулчӗ. 

Ҫунакан кӗлеткепе пӗрле чирсем, хӗллехи тӗттӗмлӗх кӗле çаврăнса сывлӑша сарăлчӗ.
Уяв мартӑн 8-мӗшне тӳрӗ килни уйрӑмах кӑмӑллӑ пулчӗ. Ҫак кун суту-илӳ речӗсем ӗҫлерӗç, кӑмӑл тӑвакансем кучченеҫсем, парнесем, чи кирлӗ япаласем туянчӗç.

— Çакăн пек кун килте ларма юрать-и вара, — теҫҫӗ Джаухарияпа Нагим Багаутдиновсем. — Уяв курма, ярмарккӑра уҫӑлса ҫӳреме тухрӑмӑр. Питӗ савӑнӑҫлӑ, пӗлӗшсене, çынсене куртăмăр, калаçрăмăр.

Уяв историйӗ

Ҫӑварни — ӗлӗк авалтан юлнӑ уяв. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн православи чиркӗвӗ ӑна улшӑнусем кӗртнӗ. Ӗлӗк вӑл «Хӗле ăсатасси» текен уяв ҫеҫ пулнӑ. Ăна яланах Мӑнкун умӗн ирттернӗ.
Пирӗн авалхи асаттесем хӗвеле Турра пуҫҫапнӑ пек пуҫҫапнӑ. Ҫуркуннен малтанхи кунӗсенче хӗвел ҫӗре ӑшӑтма пуҫланӑшӑн савӑннă. Ҫавӑнпа та хӗвел евӗрлӗ ҫаврака булкӑсем пӗҫерес йӑла пур. Ҫакӑн пек апат ҫиекен ҫын хӗвелтен кӑшт та пулин ҫутӑ тата ӑшӑ илет, тесе шутланнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн булкӑсене икерчӗ улӑштарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев