Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ял ҫуркуннене хатӗрленет

2025 ҫулхи ҫуракинче 336 тракторпа, 21 ака комплексӗпе, 144 сеялкӑпа тата ҫавӑн чухлех культиваторпа, 21 имçамлакан машинăпа усă курӗç

Кӑҫал ҫуркунне ир килет, теҫҫӗ специалистсем. Район ҫуракине хатӗр-и?
Ку ыйтӑва эпир районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникне Талгат Халитова патӑмӑр. 

Техникăн шайӗ

— Техника паркӗ чылай кивелни техникӑна ҫӗнетме тата юсама чылай тӑкак ыйтать. Апла пулин те тракторсене, сеялкăсене тата тăпрана ӗçе кӗртекен машинӑсене март уйӑхӗн 15-мӗшӗччен юсамалла. Март уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен машинӑпа трактор паркӗн çурхи хир ӗçӗсен хатӗрлӗхне йышăнас енӗпе комисси ӗҫлеме тытӑнать. 
Паянхи кун район тӑрӑх тракторсен 96 процентне, сеялкӑсемпе акмалли комплекссен 98 процентне, культиваторсен 98 процентне юсанӑ, 70 миллион тенкӗлӗх запас пайсем туяннӑ.

«Агро Вест» хуҫалӑхра юсав кӑтартӑвӗсем пӗчӗк, паянхи кун тӗлне хуҫалӑхра 4 трактора юсанă, культиваторсемпе сӳресене юсас ӗҫе васкатмалла.

«Цильна» обществăра тракторсене, сеялкăсене тата тăпрана ӗçе кӗртекен техникӑна юсанӑ, хальхи вӑхӑтра вӗсем техникӑна тишкернӗ тӗле хатӗрленеҫҫӗ.

«Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществăра юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. 
Кӑҫал ҫурхи хир ӗҫӗсене ирттерме 1240 тонна дизель топливи кирлӗ. Ҫак тӗллеве шута илсе республика 1 гектар валли 20 килограмм шутӗнчен тата пахча ҫимӗҫ культурисен, сахӑр кӑшманӗн лаптӑкӗсем валли 20 килограмм шутӗнчен льготăллă дизель топливи уйӑрнӑ. Района панă лимит 1401 тоннӑна тӳрӗ килет.
Хальхи вăхăтра тракторсен 53 проценчӗ амортизацин иртнӗ срокӗпе эксплуатациленет. Республикӑри техника модернизацийӗн программине пула 2023-2024 ҫулсенче 1 миллиард та 303 млн. тенкӗлӗх 311 единица техникă тата оборудованисем туяннă, ҫав шутра 52 трактор, 6 тырӑ вырмалли комбайн, 18 çӗре ӗçе кӗртекен машина, виҫӗ ака комплексӗ. «Росагролизинг» обществи урлӑ юлашки икӗ ҫул хушшинче хуҫалӑхсем 28 единица техника туяннӑ.

Хӗл ӑшӑ пулчӗ

Сывлӑш температури −20 градусран аяла анмарӗ.

Паянхи кун тӗлне, кӗрхи культурăн мониторингӗн юлашки кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, уй-хирсенче юр хулӑнӑшӗ 13-17 сантиметр, ку нормӑран питӗ сахал, вӑл 25 сантиметртан ытларах пулмалла. Кӗркунне тӑпра ҫинче нӳрӗк запасӗ сахал юлнӑ, хӗллехи нӳрӗк те шанӑҫа тӳрре кӑлараймарӗ. Шăн сийӗ 35-45 см, пӑр хуппи ҫук. Калчасен тымарӗсенчи температура −0,5 градус, ку нормӑран пысăкрах, оптималлă шутланаканни −5. Монолитсене суйласа илнӗ кăтартусем тăрăх, калчасем пачах пӗтменнине кăтартса парать.

Килсе тухнă лару-тӑрура уй-хирсем юртан ир тасаласса хатӗр пулмалла. Ӑшӑ хӗл инфекци чирӗсене сыхланма тата вӗсене малалла аталантарма пулӑшать. Пирӗн зонӑра чи хӑрушӑ чирсем — юр кăмăскаланни тата ҫӑнӑхлӑ сывлӑм шутланаççӗ. Чир-чӗрсемпе кӗрешмелли чи витӗмлӗ тата тухӑҫлӑ меслет —калча тапхӑрӗнче кӗрхи культурӑсене сӳрелесси, ку меслет ҫумкурӑксене пӗтерет, нӳрлӗхе упрать. 
Кӑҫалхи тырпул валли 18 пин тонна минераллӑ удобрени туяннӑ, ку гектар пуçне вӑтамран 132 кг. текен сăмах. 

Районта «А. А. Низамов», «И. Ф. Махмутов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем шӗвӗ удобренисемпе активлӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Шӗвӗ удобренисем ҫине куҫни хальхи вӑхӑтра ӳсентӑран ӳстерес ӗҫре чи аталануллӑ та тухӑҫлӑ ҫул-йӗрсенчен пӗри, — тет Талгат Халитов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев