Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Урамăм, картишӗм, эсӗ маншӑн питӗ хаклӑ

«Пирӗн картиш» программăпа Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Кооперативная  урамӗнче нумай хутлă çурт-йӗрсен картишӗсене хӑтлӑх кӗртрӗç.

Ӗҫ нумай енлӗ пулчӗ. Малтан автомашинӑсемпе ача-пӑча площадкисене вырнаҫтармалли вырăна тикӗслерӗç, ҫавӑн пекех, асфальт хума никӗссем хатӗрлес ӗҫсене те туса ирттерчӗç. Машинăсене лартма вырӑнсем тунӑ. Строительсем, çаплах, ҫул, тротуар хӗррисене бордюрсем хучӗç, ача-пăча площадкине хӑйӑр кӳчӗç, ăна тикӗслерӗç. Подъезд умӗнчи площадка та урӑх сӑнлӑ – унта вара ҫӗнӗ асфальт сарчӗç.

Аса илтеретпӗр, картишсене тирпей-илем кӗртмелли схемӑна кӑҫалхи апрель уйӑхӗнче ҫак ҫуртсенче пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ чухне сӳтсе явнӑччӗ. 11 номерлӗ ҫуртра пурӑнакан Лилия Атауллова палӑртнӑ тӑрӑх, строительствӑна хатӗрленнӗ чухне пур сӗнӗве те шута илнӗ.

– Ҫак ҫуртсене килнӗ хӑнасем хӑйсен машинисене ӑҫта лартмаллине  те пӗлмесӗр, аптăраса тăратчӗç. Халӗ ӗнтӗ ку чухнехилле машинăсем лартмалли вырăн туса хучӗç. Ачасем валли вӑйӑ площадкисем йӗркелерӗç. Пирӗн картишӗмӗр ҫӗнелсе тасалса юлчӗ, – тет Лилия Атауллова.

Реклама

Справка

«Пирӗн картиш» («Наш дворик») картишсен территорийӗсене тирпей-илем кӗртес енӗпе Президент программине 2020 ҫулта хута янӑччӗ. Икӗ ҫул хушшинче Тутарстанӑн 2167 нумай хутлă çурт-йӗрсен картишӗсен территорине юсаса ҫӗнетнӗ, республикӑра пурӑнакан 660 пин ытла ҫынна хăтлă условисем туса панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев