Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тӗслӗхлӗ мăшăрăн ылтăн туйӗ

Ылтӑн туй вӑл – çулсем хушшинче сăнавсене парăнман пысăк юратăвăн палли

Ҫур ӗмӗр пӗрле пурӑнма ҫынсене мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх, сапăрлăх, ӑс-тӑн, шанчӑк тата ӗненӳ кирлӗ. Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Идиатуллинсем – ҫак пахалӑхсене пӗрлештерекен тӗслӗхлӗ ҫемьесенчен пӗри.

Иршат Шайхуллович Идиатуллин Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн, тӑван ене таврӑнать. Ҫул-йӗр строительствин управленийӗнче чылай ҫул мастер пулса ӗçлет. Иршат Шайхуллович ӗçленӗ çулсенче тунӑ ҫулсен, ҫӗнӗ кӗперсен шучӗ те шутсӑр. Ҫав тапхӑрта кашни яла тенӗ пекех ҫӗнӗ ҫулсем хываççӗ, ҫаксенче пуринче те вăл кӗртнӗ пай пысăк.

1990 ҫулта Иршат Шайхуллович районти газ участокне ӗҫлеме куçать. Ҫак ҫулсем те района газ çулăмӗ кӗртнӗ вăхăтсем пулаççӗ. Çуртсене чи малтан кӑвак ҫулăмпа  ҫыхӑнтаракансенчен пӗри шӑпах Иршат Шайхуллович пулать. Унӑн малашнехи ӗçӗ почта службипе ҫыхӑнать. Унта ăна ертӳҫӗн ҫумӗ пулма палăртаççӗ. Районти финанс пайӗнче те инспектор пулнă май, унăн пайӗ пысăк. Районти тӗрлӗ организацисенче яваплӑ должноҫсем пурнăçласа, 2012 çулта вăл тивӗҫлӗ канӑва тухать. Ӗҫ ветеранӗ ятне тивӗҫет, «Район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул» медальпе наградăланать.

Суфия Миннатулловна вара, Ҫӗпрел районне Чӑваш Республикинчен килет. Канашри медицина училищинчен вӗренсе тухнӑскере, направленипе, районти тӗп больницăна ӗҫлеме яраҫҫӗ, унта унӑн малашнехи шӑпине татса параҫҫӗ. Фельдшер-акушерка пулнӑ май, вӑл районти тӗп больницăра 35 ҫул ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче мӗн чухлӗ хӗрарăма ача çуратма пулăшман-ши... Вӗсенчен кашниех паян та Суфия Миннатулловнана ӑшшӑн аса илет, тав тӑвать.

Унӑн ӗҫне патшалӑх та пысӑка хурса хакланӑ. Вăл Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ, ӗҫ ветеранӗ ята тивӗҫнӗ, кӑҫал «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул» медальпе чысланӑ.

Идиатуллинсем 1976 çулхи августăн 6-мӗшӗнче мăшăрланаççӗ. Ҫемьене туллилентерсе, вӗсен икӗ хӗр çуралать. Вӗсенчен кашниех тивӗҫлӗ пӗлӳ илсе, паян пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупнӑ ҫынсем, хӑйсем те ҫемьеллӗ, ачасем ӳстереҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшне мӑнуксемпе, хӑйсен ӗҫӗсемпе савӑнтарса пурăнаççӗ.

Суфияпа Иршат Идиатуллинсем хӑйсен ватлӑхне, ислам тӗнӗ хушнă пек, ирттереҫҫӗ. Иккӗшӗ те тӗн уявӗсенче хутшӑнаҫҫӗ. Иршат Шайхуллович мечӗт пурнӑҫне хăйӗнчен активлă пай кӗртекенсенчен пӗри.

Кил хуҫалӑхӗнче те вӗсем ахаль лармаççӗ.

«Хусканура – тивлет», – тесе, пахчара пахчаҫимӗҫ, чечексем ӳстеретпӗр, кашни куна тав туса пурăнатпăр», – теççӗ Идиатуллинсем.

Вӗсен алӑкӗсем тӑванӗсемшӗн те, кӳршисемшӗн те яланах уҫӑ. Вӗсем кама-тăр пулӑшу кирлӗ чухне килсе çитеççӗ, канаш параҫҫӗ. Ҫавӑнпа Идиатуллинсене ял халăхӗ, район ҫыннисем те хисеплеççӗ.

«Пурнӑҫ ҫулне хăвăн хыҫҫӑн илемлӗ йӗр хӑвармалӑх ирттермелле», текен вӗрентӳллӗ сӑмахсем те пур. Вӗсем – шăпах Суфияпа Иршат Идиатуллинсене пырса тивеççӗ те ӗнтӗ. Ылтӑн туйӗсене палăртса ирттерекен çак сапăр мăшăрăн малашнехи пурнăçӗ те çутă та илемлӗ пултăрччӗ.

Лилия Миначева,  Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев