Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Паттăрсен мухтавӗ манăçăнмасть

Ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене патшалӑх наградисене пачӗç

Мероприяти районти  Ӗҫ тӑвакан комитетра ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, юнармеецсем, организацисен, предприятисен представителӗсем хутшӑннипе иртрӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров паян ҫӗршывăмăрăн хӑрушсӑрлӑхне сыхлакан ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхне палӑртрӗ.

– Çӗршывӑн хӑрушсӑрлӑхне, килен кунăн тăнăçлăхне тата лӑпкӑлăхне, илемне салтаксем сыхлаҫҫӗ. Ӗлӗк те те ҫапла пулнӑ, халӗ те çаплах... Паян эпир хамӑр ентешсем чӑн-чӑн паттӑрлӑхпа харсӑрлӑх кӑтартнипе мăнаçланатпăр. Ҫӗршывăн тата халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессишӗн, Раҫҫейӗн хальхи тата пуласлӑхӗшӗн, унӑн аслӑлӑхӗпе аталанӑвӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ паттӑрсем нихӑҫан та манăçмӗҫ. Çар çыннисен тӗслӗхӗ Тӑван çӗршывӑн пӗлтерӗшӗ сӑваплӑ пулнă кашни ҫынна ӗҫлеме тата паттӑрлӑх тума хавхалантарать. 

Хамӑр ҫӗршывӑн пуласлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ паттӑрсен ячӗсем нихӑҫан та ан манăçчӑр тесе эпир пурне те тӑвӑпӑр. Пуç хунă паттӑрсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! Вӗсен ячӗсем чӗресенче ӗмӗрех упранӗç, – тесе палӑртса иртрӗ Марат Ринатович.

Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ, подполковник Радик Тухфатуллин та арҫыннӑн сӑваплӑ тивӗҫӗ – хӑйӗн ҫӗршывне, хӑйӗн халӑхне, хӑйӗн ҫемйине хӳтӗлесси пулнине палӑртрӗ. Паттӑр ывӑлӗсене ӳстернӗ ашшӗ-амӑшне тав турӗ. 
Мероприяти вăхăтӗнче «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе Николай Витальевич Артемьева, «Çарти паттăрлăхшăн» медальпе Динар Ильгизович Амирханова чысларӗç.  Медальсене геройсене хӑйсене пачӗç.

Ҫак кун, çаплах, Паттӑрлӑх орденӗсем хăйсен хуҫисене (вилнӗ хыҫҫӑн) тупрӗҫ. Паттӑрлӑх орденӗ – харсӑрлӑхшӑн, паттӑрлӑхшӑн паракан Раҫҫей Федерацийӗн пысăк наградисенчен пӗри.

Назим Набиуллович Аббазовӑн ҫак парнине унӑн тӑванне Мансур Аббазова пачӗç.

Валерий Валерьевич Мресовӑн Паттӑрлӑх орденне (вилнӗ хыҫҫӑн) унӑн амӑшӗ Лидия Николаевна Насыбуллина йышăнса илчӗ.
Ильмас Вагизович Туктиевӑн «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан» медальне унӑн амӑшне Миляуша Мирзатзяновна Туктиевана пачӗç.

Мероприятире хутшӑнакансем пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев