Ялта тăрса юлнă пӗртен-пӗр çын
Тăван ял Решит Фатхуллов
Мӗн авалтан халӑхăн атрибучӗ – пулӑшу парасси пулса тăнă. Ыркăмăллăх – вăл ырӑ ӗç туни, ырӑ тата хӗрхенекен пулнине пӗлтерет.
«Пирӗн уйрӑммӑнах ырӑ ӗҫ тумалла, тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсемпе тата та ытларах хутшӑнмалла, пӗр-пӗрне тимлӗх памалла, хисеплемелле, тӳсӗмлӗ пулмалла, чун ӑшшине те, пурлӑх пулӑшӑвне те хӗрхенмелле мар, ырӑ ӗҫ тунӑ чухне ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла», – тет Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи мечӗтӗн имам хатипӗ Джамиль хазрат Ибрагимов.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче Хушхăва ялӗнче пурӑнакансем юлманпа пӗрех. Ҫамрӑксенчен нумайӑшӗ хулана кайнӑ пулсан, аслӑраххисем вара «перспективи пулман ялсен» списокне кӗнӗ тӑван ялӗнчи никӗсӗсене пӑрахса район центрне куçма тивӗçлӗ пулаççӗ.
Ҫак ҫулсенчен нумай вăхăт иртнӗ пулин те, кунта Хушхăван юлашки сывлӑшне туйса пӗртен-пӗр арçын Гомар Айзатуллов пурӑнать-ха. Ашшӗпе иккӗшӗччӗ-ха вӗсем. Ашшӗ Лотфулла вилнӗ хыҫҫӑн Гомар пичче пӗччен кăна тăрса юлать. «Шӑпаран иртме çук», теҫҫӗ. Юрать-ха ырӑ чӗреллӗ пӗр ял ҫыннисем пур.
Иртнӗ ҫулсенче Амир Аббазов яла кайса, пӗччен пурăнакан арҫыннăн сывлăхне пӗлсе тăратчӗ, май килнӗ таран пулӑшса та пычӗ. 90 ҫула ҫитсен, унӑн та вӑй-халӗ чакрӗ. Халӗ мечӗтре унăн ӗҫне ӑнӑҫлӑ туса пыракан Джамиль хазрат Ибрагимов, ял ҫыннисене пухса, ун патне кайкаласа тăрать. Çак кунсенче кăна Упири ачасен социаллӑ приючӗн директорӗ Рамзия Хайруллина тата ҫыхӑну узелӗн ӗçченӗ Ильмир Якупов пӗрле Гомар Айзатуллов патне кайса килчӗç, ӑна нумай апат-ҫимӗҫ кӳрсе пачӗç, укҫа-тенкӗ енчен те пулӑшрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев