Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ялăн урамӗсем... Урамӗсем, ҫулӗсем...

Районта «Халӑх пурӑнакан вырӑнсенче çул-йӗр-урам тытăмне ҫул-йӗр фончӗн укçи-тенки шучӗпе нормативлӑ йӗркелесси» программа шайӗнче, ҫавӑн пекех, «Халӑх пурӑнакан вырӑнсен ҫул-йӗр-урамсен çыхăнăвне юсасси» программа шайӗнче урамри çулсене юсас ӗҫсем пыраççӗ

Пӗрремӗш программăпа 1,257 ҫухрӑм тӑршшӗнчи, иккӗмӗш программа тӑрӑх – 1,560 ҫухрӑм тӑршшӗнчи урамри ҫулсем çинче ӗçсем пурнăçланӗç.

Шӑрӑх ҫанталӑка пӑхмасӑр, ҫул-йӗр строительствин ӗçченӗсем кашни кунпа тухӑҫлӑ усӑ курса юлма тăрăшаççӗ. Тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ çулсем çинче ӗç пурнăçланипе пӗрле, вӗсем паянхи кун Кивӗ Çӗпрелӗнчи «Дачнӑй» поселокӗнчи Тутарстан, Туслӑх урамӗсенче çул полотнине сарчӗç.

Строительство пынă вăхăтра малтан урамри çулăн кивӗ сийне хырса илчӗç, тикӗслерӗç, кирлӗ вырăнсене шыв юхмалли пăрăхсем хурса хăварчӗç. Çапла вара çулăн никӗсӗ пулса тăчӗ. Çул çине сарă тăм, вак чулпа хӑйӑр хутӑшӗ турттарчӗç, вӗсем çул-йӗр строительствин ку чухнехи моделӗн транспорчӗпе тӗплӗн тикӗслерӗç, тачăларӗç, пӗр сăмахпа каласан, асфальт евӗрлӗ çул пулса тăчӗ.

Районти Ӗç тăвакан комитетăн инфратытӑмпа аталантарас енӗпе ӗҫлекен ертӳҫин çумӗ Ильгам Бикчуров çакна çакăн пек ăнлантарчӗ, ку чухнехи технологисемпе тунă çул малашне пулас асфальт çулшăн никӗс пулса тăрать иккен. Çапла пултăрччӗ, Турă пулăштăрччӗ. Çакна кӗтменччӗ те пек эпир. (Çак вырăнта хамăр та Тутарстан урамӗнче пурăннине каласа иртес килет). Урамри ҫынсемпе пӗрле укçа пуçтарса туса хунă, унтан ял тăрăхӗ сартарнă шурӑ тӑмпа витнӗ ҫула хӑнӑхса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ. Ҫӗнни тата лайӑхрах пулчӗ, асфальт сарассине кӗтсе илесси ҫеҫ юлчӗ. Ялта мӗн пур, тесе ӳпкелешме юратакансене хирӗҫ хуравласа, çапла  майӗпен пурте пулса пырӗ тесе каласшăнччӗ. Районта мӗнле кӑна ӗҫ илсе пымаççӗ-ши – ФАПсем, парксем тӑваҫҫӗ, ҫырма-çатрасене тикӗслеҫҫӗ, ҫулсем тӑваҫҫӗ – тата мӗн кирлӗ?!

Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫал «Халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ҫул-йӗрпе урам сетьне ҫул-йӗр фончӗн укçи-тенкин шучӗпе нормативлӑ йӗркене кӗртесси» программа шайӗнче Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Тутарстан, Çӗнӗ Ҫӗпрелӗнчи Энергетиксен тата Шланка ялӗнчи Партизан урамӗсене юсама палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех, Кивӗ Çӗпрелӗнче «Халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи  ҫул-йӗр-урам сетьне юсасси» программӑпа 50 лет Октября, Березовая, Туслӑх, Кивӗ Сатурккари Ленин урамӗсене, Çӗнӗ Çӗпрелӗнчи Химиксен тата Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи урамсенсенче те ӗҫсем илсе пырӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев