Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Хушшăмăра çывӑхлатакансем

Район пуҫлӑхӗн 2025 ҫулăн тунтикунри пӗрремӗш канашлӑвӗнче почта ҫыннисене саламларӗҫ

Ҫак професси ҫыннисене час-часах ялсене çыхăнтаракансем, аякри хушша ҫывӑхлатакансем теҫҫӗ. 
«Аякри хушша кам ҫывӑхлатать?

Тунсӑхланӑ чухне саламлă çырӳсене кам илсе килет? 

— «Почтальон!» текен юрă йӗркисем те пур.

Ӗлӗкхи ҫулсене аса илсен, тӗрӗссипе те ҫавӑн пек пулчӗ вӗт — хыпарсене хаҫатсемпе журналсенче ҫеҫ вуласа пӗлме пулатчӗ. 70-мӗш ҫулсенче те телевизорсем пулман ҫуртсем пайтахчӗ. Ҫав вăхăтсене хăйӗн пурнăçӗн 40 ҫулне почта службине халалланӑ Минзифа Каримовна Камалеева питӗ лайӑх астӑвать. 

— Ҫапла, ун чухне почтальон сумкине ҫӗклесе илме те йывăрччӗ. Мӗншӗн тесен кашни киле тенӗ пекех 3-4 журнал, темиҫе хаҫат валеçеттӗмӗр. Ҫырусем, открыткӑсем, телеграммӑсем... Ун чухне тата уяв ячӗпе тӑвансене, туссене, пӗр класра вӗренекенсене открыткӑсемпе саламлас йӑла та пурччӗ. Эсӗ вӗсене валеҫсе паратӑн, хуҫи патне илсе ҫитеретӗн... Кăмăллăччӗ çав самантсем, — тет вӑл.

Минзифа аппа ӗçӗнче почтальонран пуҫласа Аслă Чăнлăри почта ҫыхӑнăвӗ уйрӑмӗн начальникӗ таран çӗкленнӗ. 
Хальхи вăхăтра почтальон пулса ӗçлекен Фания Шараева та çак ӗçре виҫӗ теçетке ҫул ытла вӑй хурать. 

— Пӗр сукмакпа эпир пӗрле нумай ҫул хушши ҫӳретпӗр, — теҫҫӗ вӗсем, ăшшăн кулкаласа.

Парнеленекенсем хушшинче пулнă Çӗнӗ Ишлӗ ялӗнче пурӑнакан Рамиля Шакурова та почтальонăн ӗҫӗ йывӑр та ҫав вӑхӑтрах хисеплӗ пулни ҫинчен калаçрӗ.

— Чӑнах та, телефон ҫыхӑнӑвӗсӗр пуҫне, çакă — ҫынсене ҫывӑхлатакан ӗç те пулчӗ. Паянхи кун та актуаллӑ пулса юлать. Хальхи мала кайнă технологисем нумай пулсан та, типографи сӑрӗн шӑрши кӗрекен хаҫата алла илсе вуланине нимӗн те ҫитмест, — тет ҫак ӗçре 10 ҫул ытла ӗҫлекен Рамиля Шакурова. 

Ырӑ кăмăллă, тăрăшуллă ӗҫӗсемпе, ҫак почта ӗçне парăнса юлнă, хăйсен ӗçне юратса пурнăçлакан хӗрарӑмсене Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев