Хамӑр ентешпе МĂНАÇЛАНАТПӐР
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшăннă Федор Федорович Мердюков хăйӗн 100 çулхи юбилейне паллă турӗ
«100 ҫул» тесе ҫырнӑ, илемлетнӗ Ҫӗпрел ҫӑкӑрӗпе, парнесемпе, чечек ҫыххисемпе Тăван çӗршвăн Аслӑ вӑрҫин ветеранне Хусанти Приволжски тата Вахитов районӗсен, Ҫӗпрел районӗн администрацийӗн представителӗсем саламларӗç.
— Паллӑ уяв ячӗпе чӗререн саламлатӑп, — тесе Хусан хулин Приволжски тата Вахитов районӗсен администрацийӗн пуҫлӑхӗ Альберт Салихов Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинăн тата Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановăн саламлă çырăвӗсене пачӗ.
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ветерана «Çӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул» юбилей медальне пачӗ, чун-чӗререн тав турӗ.
— Эсир — пирӗн мӑнаҫлӑх, ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗн представителӗ, сирӗн паттӑрлӑхӑр пире тата ҫамрӑк ӑрӑва пысăк ӗҫсем тума хавхалантарать. Сире ырлăх-сывлӑх сунатӑп, — терӗ Марат Гафаров.
Чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра ветеран тӑван енӗ — Çӗпрел — çинчен тунсӑхлӑн калаçрӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ.
Федор Федоровичпа унăн мăшăрӗ пӗр хӗр пӑхса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра Хусан хулинче пӗччен пурӑнать. Юбилей уявне палăртса ирттерме Ҫӗпрел районӗнчен, Ульяновск тата Хусан хулисенчен тӑванӗсем килнӗччӗ.
Пурнăçӗ тата ӗç çулӗ
Федор Федорович Мердюков 1925 ҫулхи январӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Аксу ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗнче сакӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, 1930-мӗш ҫулсенче колхозра вӑй хунӑ, ашшӗ-амӑшне хуҫалӑхра пулӑшнӑ. 1941 ҫулта бухгалтерсен курсӗнчен вӗренсе тухать, ялӗнчи «Авангард» колхозра бухгалтерта ӗҫлеме пуҫлать.
1943 ҫулхи февралӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗн çар комиссариачӗ урлă ҫар службине илеççӗ. Артиллери курсӗсенче вӗренет, Белоруссин 2-мӗш фронтӗнче ҫапӑҫусенче хутшăнать. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Польшӑра кӗтсе илет.
Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн та СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсенче службӑна малалла тӑсать.
1953 ҫулта Мускаври пехота училищи ҫумӗнчи политработниксен курсӗнчен вӗренсе тухать, унтан артиллери ҫарӗнче рота командирӗн çумӗ пулса службăра тăрать.
1955 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнче, аслӑ лейтенант пулнă май, демобилизациленет. 1955 ҫулхи декабрьтен пуҫласа 1975 ҫулхи март уйăхӗччен «Теплоконтроль» заводӗнче ӗҫлет.
1975 ҫултан пуҫласа 1995 ҫулччен Тутарстанри сӗт завочӗсенче, ҫав шутра, Ҫӗпрелӗнчи сӗт-ҫу заводӗнче те, котельнăйсене юсанине тӗрӗслесе тăрать.
1995 ҫултанпа тивӗҫлӗ канура.
«Кенигсберга илнӗшӗн» тата «1941-1945 ҫулсенчи Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсемпе наградӑланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев